Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Явăш тăрăхĕнче

Хĕле хатĕрленеççĕ

 

Мăн Явăш ял поселенийĕнчи культурăпа кану çурчĕсене хĕле лайăх хатĕрлесе çитерес тĕлĕшпе халех тимлĕ ĕçлеççĕ. Иртнĕ кунсенче культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хăйсен вăйĕпе Уйкас Явăшри библиотекăна тата ташăсемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттермелли, спектакльсемпе концертсем кăтартмалли вырăнсене тĕпрен юсарĕç, тирпей-илем кĕртрĕç.

Ял çамрăкĕсем кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенчи пушă вăхăта усăллă та лайăх ирттерĕç, спорт ăмăртăвĕсене те аякра тăратса хăвармĕç.

 

Кредит илеççĕ

 

Килти хушма хуçалăха ура çине тăратма, яла аталантарма патшалăх çăмăллатнă кредит парса пулăшу кÿрет. Ял поселенийĕнчи çынсем унпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Мăн Явăшри, Çăкаллă Явăшри тата Уйкас Явăшри хăш-пĕр çынсем перекет банкĕ урлă çăмăллатнă кредитсем илчĕç.

Çакна палăртмалла: уйрăм хуçалăхсене паракан кредит калăпăшĕ кăçалтан ÿснĕ. Килти хушма хуçалăха тытакансем, Агропромышленность комплексне малалла аталантармалли» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн малашне 1 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ, унччен унăн калăпăшĕ 300 пин тенкĕ çеç пулнă.

 

Çамрăксене - усăллă кĕнеке

 

Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров ячĕпе хисепленекен Мăн Явăшри вăтам шкулти педагогсем çамрăксене анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă, çĕршыва юрăхлă çынсем тăвассишĕн нумай вăй хураççĕ. Ахальтен мар ку шкултан вĕренсе тухнă пултаруллă та тĕреклĕ каччăсем çар училищисемпе академийĕсене вĕренме кайма кăмăллаççĕ.

Явăш тăрăхĕнчи каччăсем хĕсметре тăнă чухне те служба тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем çинчен шкул музейĕнче упранакан тĕрлĕ чаçсен командирĕсем ярса панă тав çырăвĕсем те яр уççăн çирĕплетсе параççĕ.

Çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентсе хатĕрленĕ çĕрте Владимир Иванович Толстов педагогăн тÿпи пысăк. Вăл – шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕн директорĕ. Ĕç ветеранĕ, таврапĕлÿçĕ, район хаçачĕн паллă журналисчĕ çар службинче чыса тухнă Явăш каччисем çинчен çĕнĕ кĕнеке çырса пĕтерчĕ, ăна пичете хатĕрлесе çитерчĕ. Кĕнеке çак çултах кун çути курмалла. Унта нумай сăн ÿкерчĕксем кĕртнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 сентября 2007
00:00
Поделиться