Юрă ĕçре пулăшать
Ĕлĕкренех уй-хирти ĕçсене ял ĕçченĕ кăмăла çĕклекен чăваш халăх юррисене юрласа пурнăçланă. Районти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ агитбригада хĕрÿ ĕç пынă вăхăтра çĕнĕ концерт программипе «Знамя» хуçалăхра, «Вурнарская» агрофирмăра, çавăн пекех Пăртас тăрăхĕнчи Пĕнер Айкăш, Кĕперлĕ ялсенче пулса ял халăхне шÿтлĕ юрăсемпе, такмаксемпе савăнтарчĕ. Куракансене уйрăмах Р.Сорокина, Т.Курсова, А.Морковкин, Е.Матвеева, А.Юдин юррисене килĕштерчĕç. Пăртасри, Çарăклăри культура çурчĕсенче ĕçлекенсем - Г.Егорова, Л.Мурашова, Р.Кумалякова, А.Спиридонова – концертра хутшăнса маттур юрларĕç. Баянпа выляканĕ Н.Долгов. Ял çыннисем артистсене тав сăмахĕсем каласа малашне татах килсе çÿреме ыйтрĕç.
Агитбригада çитес вăхăтра тата чылай ялсенче пулса халăха савăнтарĕ.