Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи – 3295 тенкĕ

Çыннăн пурнăç шайне вăл мĕнле ĕç укçи илни палăртать. Пус çине пус шутласа, пĕчĕк укçа илсе пурăннинче, паллах, ним савăнмалли те çук. Граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хурсан, йĕркеллĕ ĕç тÿлевĕпе тивĕçтересси патшалăх шайĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулмаллах пек. Ĕç çыннисен пурнăçне лайăх еннелле улăштарас, ĕçлекенсен саккунлă прависене хÿтĕлес, ĕç рынокне тата экономикине аталантарас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн саккунĕ, республика Президенчĕн Указĕ çирĕп утăмсем тума май парĕç.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çĕршывра чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 1100 тенкĕпе танлашатчĕ. Патшалăх Думи кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чи пĕчĕк ĕç укçине 2300 тенке çитерме Саккун йышăнчĕ. Чăваш республики ку саккуна чи малтан йышăнакансенчен пĕри пулчĕ, татах та маларах утăмларĕ – чи пĕчĕк ĕç укçи шайне 3295 тенкĕне çитерме, урăхла каласан Чăваш республикинчи ĕçлекен халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ тума, палăртрĕ. Пĕтĕм Раççейрипе танлаштарсан, йрăмлăх – 44 процент. Сахал укçа илекенсемшĕн ку чăннипех те курăмлă пулăшу, çемье бюджетне те çăмăллăх кÿрет.

Кăçалхи çур çулти кăтартусене тишкерес пулсан, республикăри вăтам ĕç укçи пĕлтĕрхипе танлаштарсан 32,1 процент ÿснĕ, 7785,1 тенкĕ пулнă. Патшалăх статистикин Федераци служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енри организацисенче 2007 çулхи июньте вăтам ĕç укçи 8746,2 тенкĕпе танлашнă. Атăлçи федераллă округра пирĕнтен сахалрах укçа илекенсен – Пенза облаçĕнче, мари Эл тата Мордови республикисенче.

Тĕрлĕ отрасльсене уйрăммăн пăхса тухсан, чи пысăк вăтам ĕç укçине – электрооборудовани туса кăларакансем (11726,7 тенкĕ), электроэнергипе, газпа тата шывпа тивĕçтерекенсен (10505,2 тенкĕ), транспорт хатĕрĕсен татавĕсене валли оборудовани кăларакансем (9946,5 тенкĕ), хими производствинче тимлекенсем (8999,2 тенкĕ) тата ыттисем илеççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕç укçи яланхиллех чи сахалли – вăтамран 3206,2 тенкĕ. культура тата спорт, кану тытăмĕнче тимлекенсен те ĕç укçи пысăках теейм,н – 4585,1 тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă тивĕçтерÿсен тытăмĕн сотрудникĕсен – 6165,2 тенкĕ.

Хамăр районти лару-тăрăвах сăнар-ха. вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче ĕçлекенсене кăçалхи январь – июнь уйăхĕсенче вăтамран 10138 тенкĕне тивĕçнĕ пулсан, вăрнарти типĕ сĕт заводĕнче 4971 тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 621 организацире ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен те сахалрах тÿленĕ тĕслĕхсем тупăннă, çак йышра – хамăр районти 36 организацире.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;