Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачисемшĕн - ырă тĕслĕх

- Питĕ кăмăллă, ăста алăллă çынсем,- кăтартса ячĕ Ивановсен тĕлне пĕр хĕрарăм.

«Çĕнтерÿ çулне» çырăнса тивĕçнĕ парнене çула майăн кĕртсе пама кăна шутланăччĕ. Анчах кил хуçин ăшпиллĕхĕ, тараватлăхĕ Тĕмпекри Ивановсем патĕнче чылайччен тытăнса тăма хистерĕ.

80 çулалла çывхаракан Николай Иванович Иванов, хăйĕн ĕмĕрĕнче хури-шуррине сахал мар курнăскер, васкамасăр, кашни сăмахне виçсе калаçать. Вунпĕр çултах вăрçă нушине тÿснĕ вăл. Вăкăрсене вĕрентсе ака-суха тунă, авăн çапнă, капансем хывнă. Çав тертлĕ пурнăçах ăна алă ăсталăхне вĕрентнĕ.

Çара кайиччен тăватă çул Вăрнарти промкомбинатра атă-пушмак ăстинче тимленĕ. Германи çĕрĕ çинче пилĕк çул службăра тăнă. Ĕçлессе вара Николай Иванович ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă: малтан Ворошилов, кайран Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче. Соцăмăртусене хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă, ака-суха ĕçĕсенче палăрнăшăн темиçе хутчен те Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Николай Ивановичăн мăшăрĕ те, Ольга Власовна, хуçалăха аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă, аслă сеяльщик пулнă. Ăна, çĕр ĕçне парăннăскерне, хăй вăхăтĕнче В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Хисеп палли» орденпа та наградăланă.

   Ольга Власовнапа Николай Иванович çемье ыйтăвне яланах мала хунă, ачисене ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Ĕмĕтленнĕ пекех, ултă хĕрĕпе икĕ ывăлĕ çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ: учитель, экономист профессийĕсене, ял хуçалăх специальноçĕсене алла илнĕ.

Николай Иванович тĕп килте халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ - Александр Николаевичпа Лариса Николаевна - иккĕшĕ те Иртеменкассинчи шкулта ачасене пĕлÿ параççĕ. Мăнукĕсем шкула çÿреççĕ.

Ăрусем хушшинче çирĕпленнĕ туслăх çемьене чылай йывăрăлăха татса пама пулăшать. Кĕçĕннисем асли вĕрентсе каланине çилпе вĕçтермеççĕ, ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Акă Николай Ивановичпа мăнукĕ кил хушшинче тем аппаланнине пăхма питех кăмăллă пулчĕ. Кил-çуртра хăйсен аллипе ăсталанă япаласем ытларах. Ал ĕçĕпе паян ватти мар, çамрăккисем ытларах аппаланаççĕ. Николай Иванович вĕрентсе, канаш парса пырать. Килти стройка ĕçсене тума нихăçан та никама та тара тытман вĕсем, аллисем ларнăран, пĕтĕмпех хăйсем пурнăçланă.  

 Николай Ивановичăн 17 мăнук, мăнукĕсен ачисем иккĕ. Ватă çынна вĕсем тăтăш килсе савăнтараççĕ. «Çакă ĕнтĕ вăл чăн телей. Вĕсем мана пурăнма хавхалантараççĕ, чунпа çамрăклатаççĕ»,- тет Николай Иванович.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;