Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Атăл тăрăхĕн чысне хÿтĕлĕ

Сентябрĕн 13-15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ Атăлçи федераци округĕн первенстви вăрнарсен спорт çитĕнĕвĕсен енчĕкне тепĕр ылтăн медальпе пуянлатнă.

Арçын-кĕрешÿçĕсем хушшинче йĕркеленĕ турнира 200 ытла çамрăк тухнă, вăл шутра Ульяновск, Чулхула облаçĕсен, Тутарстан Республикин вăйлă спортсменĕсем т.ыт.те.

Республика чысне вăрнарсенчен тăваттăн хÿтĕленĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Иван Сладков вара чи лайăх техника кăтартса 46 килограмчченхи виçе категорийĕнче çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Юрий Львовпа Андрей Павлов тренерсем патĕнче ăсталăха туптакан çамрăк спортсмена Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕртнĕ. Октябрь çурринче вăл Владимир хулинче иртекен Раççей финалне суйласа илмелли турнира хутшăнĕ.

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн Мăн Явăшри филиалĕн вĕренекенĕ те Петр Квасов япăх мар ăмăртнă – улттăмĕш пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;