Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи пултаруллисене – район пуçлăхĕн стипендийĕ

Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан, шкулпа районăн обществăлла ĕçне хастар хутшăнакан, пултарулăхпа çунакан вĕренекенсене хавхалантарасси ырă йăла пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть акă район пуçлăхĕ малашлăха çирĕп утакан, ăслă-тăнлă вĕренекенсене стипенди парасси çинчен алă пуснă. Ку вĕренÿ çулĕнче те ăна вуннăн илсе тăрĕç, вĕсем – Мария Быкова тата Ксения Федорова (Санарпуçĕнчи вăтам шкул), Егор Быков (Хапăс), Александр Михайлов (Кульцав), Маргарита Ильина (2-мĕш шкул), Алена Николаева (Кÿстÿмĕр), Яна Николаева (Ярмушка), Юрий Ананьев (Калинино), Мефодий Павлов (Хирпуç), Оксана Кустина (Туçи Мăрат).



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться