Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

Нумай çул тăрăшса тивĕçлĕ ĕçлесе канăва тухнисене, патшалăх наградисене илнисене, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят парса чыслаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çак хисепе тивĕçнисенчен пĕри – Вăрнарти сортсем сăнакан участокра тимлекен Тамара Федоровна Ваганина. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çултан иртет. Вăл «Янгорчино» кооперативра кăна уй-хир бригадирĕнче 20 çул вăй хунă. Тамара Федоровна ертсе пынипе бригада ĕçченĕсем çулсерен ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илнĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата район агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн Т.Ваганинана Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Сăмах май «Янгорчино» кооперативра нумай çул выльăх-чĕрлĕх пăхаканра тимлекен Ираида Петровна Степанована та, Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне тивĕçнĕскерне, «ЧР ĕç ветеранĕ» ят панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;