Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йĕлтĕрçĕсем çулла та канмаççĕ

Çапла, йĕлтĕрçĕсен çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те канăç çук. Хĕллехи ăмăртусене хатĕрленсе вĕсем çуллахи-кĕркуннехи вăхăтра та йĕлтĕр çине тăраççĕ. Паллах, урапаллисем çине.

Нумаях пулмасть акă шупашкарта роллер-йĕлтĕрçĕсем хушшинче Чăваш ен первенствипе чемпионачĕ иртнĕ. Вăрнар спортсменĕсем унта яланхиллех чи лайăх результатсем кăтартнă.

Пĕрремĕш кунне урапаллă йĕлтĕрпе ярăнассипе çамрăксем хушшинче Екатерина Логачевана çитекенни пулман. Игорь Логачев кăтартусемпе иккĕмĕш, Сергей Политов пиллĕкмĕш пулнă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Эля Чугунова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Арçынсем хушшинче Дима Герасимов та бронза медале тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш кунне спортсменсем кроса тухнă. Ку енĕпе вăрнарсем виçĕ бронза çĕнсе илнĕ. Медаль хуçисем – Катя Логачева, Эля Чугунова тата Сергей Политов.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;