Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей Геройĕпе тĕл пулнă

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта çарпа патриотика воспитанийĕ çÿллĕ вырăнта. Шкул çумĕнчи «Патриот» клуб акă «Орленокпа» «Зарница» çар вăййисенче çулсерен малти вырăнсене йышăнать. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене тĕл пулăва чĕнесси ырă йăлара.

Çак кунсенче кунта пысăк хăнасем пулнă: Раççей Геройĕ Евгений Борисов тата Чăваш енĕн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин специалисчĕ Андрей Горифулин. Е.Борисов ачасене Чечен Республикинчи çар пулăмĕсем çинчен каласа панă, ыйтусем çине хуравланă. Чи кирли – хăна вĕренекенсене Тăван çĕршыва юратма, уншăн пурнăçа пама хатĕр пулма чĕнсе каланă.

Хăнасем çавăн пекех Çар Мухтавĕн, историпе краеведени музейĕсенче, çĕнĕ чукун çул вокзалĕнче пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;