Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юсаса çĕнетнĕ хыççăн

Кăçалччен Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕнчи культура учрежденийĕсем кивелсе, юхăнса çитнĕ çуртсенче вырнаçнăччĕ. Вĕсене чылай çул юсаман, хĕллехи тапхăрсенче хутса ăшăтман.

Çулталăк пуçламăшĕнче ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Яковлевич Верендеев библиотекăсемпе клубсене юсаса çĕнетме тĕллев тытнăччĕ. Хăйĕн сăмахне тÿрре кăларса пычĕ вăл. Кĕçĕн Кипекпе Туçи Çармăсра тĕслĕх библиотекăсем уçăлчĕç. Вĕсем лайăх пÿлĕмсенче вырнаçнă, вулав залĕсене ку чухнехи сĕтел-пуканпа тĕрлĕ оборудовани лартса тухнă. Халĕ вулакансене кĕнекепе туслашма пур майсем çителĕклĕ.

Кăçал Кĕçĕн Кипекри культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Ăна тултан та, шалтан та илем кĕртнĕ, хутса ăшăтмалли системăна хута янă.

Юсав ĕçĕсене тунă çĕре культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем куллен хутшăнчĕç. Спонсорсем те кирлĕ пулăшу пачĕç. Сăмахран, Вăрнарти Виталий Григорьевич Львов предпринимательпе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Валерий Филиппович Шумилов культура учрежденийĕсене юсама строительство материалĕсем парса пулăшрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;