Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Амăшĕсен тата ачисен сывлăхне сыхлаççĕ

Çĕршывра пурăнакан халăхăн, чи малтанах ачасен, сывлăхĕшĕн тăрăшасси патшалăх аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем хушшинче пĕлтерĕшлĕ вырăн тупмалла. Каламасăрах паллă, çĕршыв малашлăхĕ мĕнле пуласси сывă ăру çитĕнтерессине çителĕклĕ тимлĕх уйăрнинчен, ку енĕпе мĕн чухлĕ «инвестици» хывнинчен тÿрреммĕн килет.

«...Ачасем - кирек мĕнле çемьен те абстрактлă пуласлăхĕ кăна мар. Ку вăл кирек хăш патшалăхăн та геополитика анлăхĕнчи чăн стратегиллĕ ресурс. Мĕншĕн тесен граждансемсĕр патшалăх пулмасть. Чăннипе вара пирĕн Раççей цивилизацийĕн тĕп тата никĕсри ыйтăвĕ - ача сахал çурални тата ăна пурлăхпа хавхалантарасси мар, халь çуралнисен тата пурăнакансен чунĕсене ăс-хакăлпа ÿт-пÿ сывлăхне çăлса хăварасси. Пирĕншĕн çакă пĕлтерĕшлĕрех...», - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Çак тĕллевсем туллин пурнăçланаççĕ те Чăваш Енре.

«Чăваш Ен ачисем» республика программин тата «Раççей ачисем» федераци программин шайĕсенче ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пурнăçа кĕрет ĕнтĕ. «Сывлăх» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри те - хĕрарăмсене сывă ача çуратма пĕтĕм условисемпе тивĕçтересси, амăшĕпе ачалăха сыхлас енĕпе ĕçлесси. Ача çураттарас практикăна çемье ыйтăвне тĕпе хуракан хальхи вăхăтри перинаталь технологийĕсем тата ача амăшĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен принципсем кĕрсе пыраççĕ. Республикăра 2001 çулта йĕркеленĕ перинаталь центрĕнчех, акă, çĕршер хĕрарăм амăшĕн телейне туйса курчĕç пулĕ. Ку центрăн калама çук пысăк пĕлтерĕшне Чăваш Ене килсен Раççей Президенчĕ В.Путин та палăртнă, кунта амăшĕпе ачалăх сыхлавне çÿллĕ шайра йĕркеленипе кăмăллă юлнă.

Асăннă перинаталь центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки, кунти медицина ĕçченĕсен пултарулăхĕпе тăрăшулăхĕ çинчен çын сăмахĕсенчен мар пĕлетĕп. Ача кĕтнĕ вăхăтра центрти тухтăрсем патне темиçе хутчен консультацие килнĕ, тĕплĕ тĕрĕслевсем витĕр тухнă. Пире, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ пулас амăшĕсене, пысăк опытлă врачсем йышăнса кирлĕ канаш-сĕнÿсем паратчĕç, мĕнле те пулин кăлтăксем тупăнсанах çийĕнчех çĕнĕ йышши оборудованипе тĕрĕслевсем ирттерсе сиплетчĕç. Вĕсен пулăшăвне пулах телейлĕ амăшĕ пуласса шанаттăм.

Паянхи кун вара перинаталь центрĕнче ырă улшăнусем татах та нумай. «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, акă, центр тин çуралнă ачасем валли реаномобильсем илнĕ. Вĕсенче транспорт  инкубаторĕсем, ÿпкене искусствăлла уçăлтармалли аппаратсем, сывлăш баллонĕсем пур. Наци проекчĕ пурнăçа кĕнипех «Неонтальлĕ скрининг» тата «Çурату сертификачĕ» пайĕсемпе республикăри кашни ачана хырăмрах тĕплĕ сăнаççĕ.

Тĕрĕслевсем тенĕрен, кунти тухтăрсем ачасемпе амăшĕсемшĕн ырми-канми тăрăшнине ывăлăм çуралсан тепĕр хутчен туйса илтĕм. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ пепкепе центра пиллĕкмĕш кунне килсе çитрĕмĕр. Тепĕр куннех тĕрлĕ йышши тĕрĕслевсем пуçланчĕç - пуç тÿпинчен тытăнса ура пÿрнисем таранах сăнарĕç. Ача çуратнă амăшĕсене те вăй-хала çирĕплетме медицина пулăшăвĕ пани те питĕ кăмăллă пулчĕ. Кунсăр пуçне пĕчĕк пепкесене пăхса ÿстерессипе тата вĕсен сывлăхне упрассипе çыхăннă канашсем, кунта йĕркеленĕ çамрăк амăшĕн шкулĕ паянхи кун та шанчăклă пулăшу параççĕ. Çакăншăн, паллах, перинаталь центрĕн ĕçченĕсене ырă сăмахсемпе чунтан тав тăвас килет.

Перинаталь центрĕн сăваплă ĕçĕ татах та курăмланса пырас шанăç пур. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Ен ертÿçисем сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тытса пыракан политика çакна валли пĕтĕм майсем туса парать.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 ноября 2007
00:00
Поделиться
;