Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Волонтера та савăнăç çитрĕ.

 

Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен сечĕсене тăвассине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн, кăçал районти вунçичĕ ял асфальтлă çулпа çыхăнчĕ. Çитес çул тата çичĕ яла хытарнă çул çитмелле.

Юнкун Волонтер çыннисемшĕн савăнăçлă кун пулчĕ. Вăл ял историйĕнче çутçанталăк газĕ çитнĕ пекех паллă вырăн йышăнĕ.

Тĕлĕнмелле шăпа-историллĕ ялта паян ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Район центрне тухса çÿресси кунта çав тери нушаллă пулнă. «Кĕтесре» вырнаçнă яла çул пулман пирки маршрут автобусĕсем çÿремен, чукун çул станцине инçе, хăрах енче çара вăрман. Район, республика пуçлăхĕсем çÿлерех асăннă Указа пурнăçласа çак ял çыннисен ыйтăвне кĕске вăхăтра татса пама пултарнă.

Çĕнĕ çул уçăлнă ятпа Волонтер çыннисене район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ С.Павлов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ-хутăш препаратсен завочĕн генеральнăй директорĕ В.Свешников, «Вурнарыдорстрой» АУО-н генеральнăй директорĕ И.Куликов саламларĕç. Вĕсем çĕнĕ çулсем, çутçанталăк газĕ, Президент алă пуснă ытти программăсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе çыхăннине палăртнă.

Çула уçнă ятпа каснă хĕрлĕ хăю татăкне кашниех пĕрле илчĕ.  Çак кун ĕмĕрлĕх вĕсен асĕнче юлĕ. 



"Çĕнтерÿ çуле"
24 ноября 2007
00:00
Поделиться
;