Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул пулчĕ, кăмăл савăнăçпа тулчĕ

 

Пирĕн, Услантăр Енĕш халăхĕн, Шупашкара, Вăрнара, Канаша каяс тесен ултă çухрăмран кая мар утмаллаччĕ. Красноармейскине каяс тесен Байсубин ялне çитиччен кăна тăватă çухрăм пылчăк çăрмалалччĕ е юр ашмаллаччĕ. Пĕр хĕл хамăр ялта çуралса ÿснĕ пĕр хĕрарăм çухалса кайса шăнса вилни халĕ те асрах.

Иртнĕ çулсенче пĕр ирхине радио Элĕк районĕнчи аякри яла çити çул туса пани çинчен каларĕ. Çавăн чухне ман ăшра хам виличчен халăхшăн мĕн те пулин ырă ĕç туса хăварас шухăш çуралчĕ.

Икĕ района çыхăнтаракан çул пирки эпĕ Красноармейски районĕн Упи ял администрацийĕн  пуçлăхĕпе Фроловпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл хирĕç пулмарĕ, пулăшма пулчĕ. 2002 çулхи май уйăхĕнче пилĕк ял халăхне, пĕтĕмпе 820 çынна, алă пустартăмăр. Çак çырупа Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров патне тухрăмăр. Чăваш Республикин строительствăпа çул-йĕр министерствинчен хурав килчĕ. Унта 2003 çулта проект туса 2004 çулта çул хывма тытăнатпăр тенĕ. Ку хыпара çийĕнчех халăха пĕлтертĕм.

Çулталăкран хамăн ывăла, Володьăна, ĕç-пуç пирки министерствăна кайса пĕлме ыйтрăм. Иккен, пирĕн çул планран аякра тăрса юлнă. Министерствăна каллех ыйтса çырма тиврĕ.

 Тăватă-пилĕк çул хушшинче тĕрлĕ шайри, тĕрлĕ должноçри пуçлăхсене чылай тархаслама тиврĕ. Нумайăшĕ пулăшма шантарчĕ, теприсем: «Ку çул нимĕн тума та кирлĕ мар!» - тесе кăмăла хуçрĕç. Эпир те лăпланма шутламарăмăр.

Çак çула тăвасса ачаран кĕтсе пурăнса шанăçа çухатнисенчен пĕри: «Вăл çул пулман, пулмасть те. Ахалех çынсене чăрмантарса çÿретĕн»,- терĕ. Çапла, сахал мар чăрмантарнă республика, район пуçлăхĕсене, ял çыннисене. Пуринчен те каçару ыйтатăп.

2006 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăвашрадио Упи - Услантăр Енĕш çулне тăвасси çинчен каларĕ. Çавăн хыççăн объекта хăватлă трактор, бульдозерсем çитсе ларчĕç. КамАЗсем чул, хăйăр турттарма тытăнчĕç. Çанталăк лайăх тăнипе декабрь - январь уйăхĕсенчех нумай ĕçлерĕç. Çула çулталăк çитичченех туса пĕтерчĕç.

2007çулхи октябрĕн 24-мĕшĕ Услантăр Енĕшпе кÿршĕлле ыттти ял çыннисемшĕн историне кĕрсе юлмалла паллă кун пулчĕ. Çак кун 20 ытла ял халăхĕ ĕмĕрсем хушши ĕмĕтленсе кĕтсе пурăннă икĕ района çыхăнтаракан çул уçăлчĕ. Çул уçма Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров, Раççей Патшалăх Думин Çĕршывсем хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.Косачев, район пуçлăхĕ А.Кузьмин килчĕç. Эпĕ вĕсене пилĕк ял халăхĕ ячĕпе тав турăм. Хама пулăшса пынă çынсене те ятран асăнса тав тăватăп: Л.И.Нестерована, М.А.Ржанована, В.И.Игнатьева, Ю.Е.Петрована, Г.И.Тихонована, А.А.Иванована, Н.П.Григорьевана, Е.И.Волкована.

Мухтав Турра - çул пулчĕ. Халĕ ялта шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Шкул автобусĕ çаврăнмалли площадка кирлĕ. Ку ĕçсене пурнăçа кĕртесси, паллах, район, республика, Раççей пуçлăхĕсен, ертсе пыракан парти çул-йĕрĕпе утнинчен нумай килет. Çавăнпа та çитес суйлавра кашни çыннăн тĕрĕс утăм тăвасчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 ноября 2007
00:00
Поделиться
;