Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Акци пĕтĕмлетĕвĕсем

ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн хушăвне пурнăçласа, ноябрь пуçламăшĕнче район территорийĕнче транспорт хатĕрĕсен водителĕсем хушшинче «Эпĕ - Хăрушсăр çулсемшĕн» пĕтĕм Раççей шайĕнчи акци иртрĕ. Унта пирĕн районти 100 водитель хутшăнчĕ.

Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, акци тĕллевĕсем - водительсен çул çинчи хăйсене тытаслăх шайне тата профессионализмне ÿстересси, вĕсем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине тата пăхăннине  тĕрĕслесси.

Акцие йĕркелекенсем çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине анлă сарассипе пĕрлех çирĕп дисциплинăллă тата сăпайлă водительсен йышĕнчен актив тăвассине тата ăна вĕçĕмех пысăклатса пырассине тĕпе хунă. Акцин хăш-пĕр правилисене аса илер-ха: хăвăртлăх йĕркинчен ан иртĕр* ÿсĕрле руль умне ан ларăр* светофор хĕрлĕ çутă кăтартсан чарăнса тăрăр* хирĕçле çул çине ан тухăр* ачасем йышлă çÿрекен вырăнсенче питĕ тимлĕ пулăр, çул çинче хăвăра лăпкă тытăр* хăйне агрессиллĕ тытакан водителе çул парăр* хăрушсăрлăх пиçиххийĕ çинчен ан манăр* пĕрремĕш пулăшу пама пĕлĕр, кирлĕ чухне никама та пулăшусăр ан хăварăр* руль умĕнче çывăрса каятăр-тăк, чарăнăр та канса илĕр тата ыттисем те...

Енчен те кашни водитель çак правилăсене çирĕп пăхăнсан, çул çинче çÿреме хăрушсăртарах пулĕ, инкеке лекекенсен шучĕ те чакĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 ноября 2007
00:00
Поделиться
;