Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи нумай вулакан - 2007.

 

Паллă ĕнтĕ, Вăрнар районĕ тата кунта пурăнакансем республика тата Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче пĕрре мар призлă вырăнсем çĕнсе илме тивĕçлĕ пулнă. «Чи нумай вулакан - 2007» республика конкурсĕ тепĕр хут пирĕн ентешсем пултаруллă та  пуян ăс-тăнлă пулнине çирĕплетсе пачĕ. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви ирттернĕ конкурсра Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш «а» класра вĕренекен Иван Захаров иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ку çитĕнÿре эпир районти муниципаллă культура учрежденийĕн «Вăрнар районĕн поселенисем хушшинчи тĕп библиотекин» тÿпине те куратпăр. Библиотека çитĕнсе пыракан ăрăва кĕнекене юратма тата вулав культурине аталантарма пулăшать. Иван Захаров тĕнчекурăма анлăлатакан тĕрлĕ енлĕ литература вулать. Вăл чăннипех те республикăра кăна мар, хăйĕн тантăшĕсем хушшинче те чи нумай вулакан шутланать. Çакна унăн вулавçă формулярĕ те çирĕплетсе парать.

Паллах, поселенисем хушшинчи тĕп библиотекăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ - çамрăк талантсене уçса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси. Шанатпăр, библиотекарьсем умне лартнă тĕллеве пурнăçлама пултараççĕ. Унра вара - çĕнĕ конкурссем, çĕнĕ çĕнтерÿçĕсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться
;