Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашнин яваплăха туймалла

Çĕр-шыври, çав вăхăтрах республикăри çул-йĕр çинчи лару-тăру лайăх еннелле улшăнса пырать тееймĕн. Çул çине тухакан машинăсен шучĕ кунсерен ÿсет, водительсем самаях «çамрăкланчĕç», пĕри те тепри çул-йĕр правилисене пăхăнасси пĕлтерĕшлĕ тесе шутламаççĕ. Водительсем кăна мар, çуран çÿрекенсем те асăрханулăх çинчен манаççĕ е юриех правилăсене уямаççĕ. Саккунсене хытарни те хăратмасть темшĕн вĕсене. Васкакан вакка сикет теççĕ те, кайран ÿкĕнмелле пулса ан тухтăр. Эпир те районта кăтартусем республикăринчен аванрах тесе мухтанаймастпăр. Çавна май районти çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштарма, инкексене асăрхаттарас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки каласа пама шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕнчен милици капитанĕнчен Р.А.Убаковран ыйтрăмăр.

- Районти çулсем çинче çынсем инкеке лексе аманассин шайĕ пирки мĕн калама пултаратăр;

- Чăннипе, районта пулса иртнĕ инкексен шучĕ чакрĕ-ха, кăçалхи 11 уйăхра вĕсем 23 çырăнчĕç (пĕлтĕр - 29). Çав вăхăтрах çынсем тĕрлĕ сăлтавпа тухнă аварисенче пĕлтĕрхинчен самай ытларах пурнăçран уйрăлни питĕ пăшăрхантарать. Шутласа пăхăр-ха, пĕлтĕр çул çинче 5 çын кăна çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă пулсан, 2007 çулхи 11 уйăхра - тÿрех вунвиççĕн. Пĕр сăмахпа каласан, вилеслĕх шайĕ, шел пулин те, 160Š чухлĕ ÿснĕ. Паллах, ку пире тивĕçтерекен кăтарту мар - профилактика тĕллевлĕ мерăсене çирĕплетессипе, водительсемпе çуран çÿрекенсене яваплăха туйма хăнăхтарассипе тимлемеллине ялан асра тытатпăр.

Транспортпа çыхăннă, районта регистрациленĕ инкексенчен 16-шĕ республика шайĕнчи çул çинче пулса иртнĕ. Кунашкал çулсем - Вăрнар е Калинино урлă урăх районсене çитерекеннисем - район территорийĕпе 104 км тăсăлаççĕ. «Калинино - Йĕпреç - Патăрьел» автоçул çинче, акă, 9 инкекре улттăн вилнĕ, тепĕр улттăн аманнă.

«Шупашкар - Сурское» çул çинче икĕ çын пурнăçĕ татăлнă тата иккĕшĕн сывлăхĕсем тĕрлĕ майпа сиенленнĕ. ГИБДД сотрудникĕсен «Калинино - Красноармейски», «Калинино - Шăхасан», «Калинино - Етĕрне» автоçулсем çине те хăрушă инкек вырăнĕсене тухса кайма тивнĕ, вĕсенче пĕрер çын вилнĕ. Çавна май районти çулсене тĕплĕн тĕрĕслесе тăма тăрăшатпăр, водительсемпе тата çуран çÿрекенсемпе активлă ĕçлетпĕр. Анчах кашни дисциплинăсăр çын çумне хуралçă тăратаймăн вĕт.

- Инкексен сăлтавĕсем мĕнлерех-ши;

- Çул çинчи инкексене пăхса тухас-тăк, вĕсен сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен пулни курăнать. Çапла пулин те, хăрушла тĕслĕхсен тĕп никĕсĕ - çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни, хăйсен тата ытти çула тухакан çынсен сывлăхĕ тата пурнăçĕ пирки шутламанни.

Ытларах чухне синкерлĕ вĕçленекен инкексен сăлтавĕ - водительсем хăвăртлăх режимне уяманни. 11 уйăхра кăна, сăмахран, ГИБДД  сотрудникĕсем çакнашкал 414 тĕслĕх тупса палăртнă. Çуран çÿрекенсемпе велосипедистсем айăпĕ пирки те асăнмасăр хăварма май çук. Çуран çÿрекенсене таптанă 9 тĕслĕхрен çиччĕшĕнче вĕсем, ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскерсем, автоçул çине тухса утнă е унтах выртнă. Пĕтĕмпе вара çуран çÿрекенсем йĕркене пăснă 274 тĕслĕхпе административлă протокол çырма тивнĕ. Кунсăр пуçне 176 водитель ÿсĕр пулнă е çав сăлтавпа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассинчен пăрăннă. Талăкри вăхăтпа танлаштару тăвас-тăк, инкексем кăнтăрлахи 12 - 14 тата 21 - 23 сехетсенче пулса иртни яр уççăн курăнать.

- Çулсем çинчи лару-тăрăва лайăхлатас, хăрушсăрлăха ÿстерес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç пирки чарăнса тăрар-ха...

- ГИБДД сотрудникĕсем ытти службăсемпе пĕрле ирттерекен профилактика ĕçĕ çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакансене тупса палăртассипе, инкексене асăрхаттарассипе тÿреммĕн çыхăннă. Çул-йĕр службисемпе автотранспорт предприятийĕсем те уйрăмах пысăк тимлĕхре. Профилактика мероприятийĕсене эффективлă йĕркелес тĕллевпе кашни автотранспорт предприятийĕ тата вĕренÿ заведенийĕ çумне ГИБДД уйрăмĕн сотрудникне çирĕплетнĕ. Сăмах май, предприятисемпе организацисен автомашинисен айăпĕпе кăçал районта нимле киревсĕр ĕç те çырăнман.

Инкексен сăлтавĕсем хушшинче çул пахалăхĕ те кайри вырăнта мар. Енчен те пахалăх çирĕплетнĕ нормăсене тивĕçтермест-тĕк, çул çинчи юхăма курăмлă чăрмав кÿрет. Çитменлĕхсене палăртас тесе 2007 çулта ку тĕлĕшпе 64 тĕрĕслев ирттернĕ, йăнăшсене тÿрлетме хушса 49 предписани çырнă, çул-йĕр службин должноçри 6 çыннине административлă явап тыттарнă.

Ачасем çул çинче инкексене лекессине асăрхаттарас тĕллевпе  вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕлпулусем йĕркелетпĕр, вĕренекенсем умĕнче тухса калаçатпăр, кунсăр пуçне шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕслесе тăратпăр, ку автобуссене çулталăкра икĕ хутчен техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларатпăр.

Пĕтĕм инкексен пысăк пайĕ Вăрнарта пулса иртет. Октябрь - ноябрь уйăхĕсенчех Карл Маркс урамĕнче, пасар çывăхĕнче, виççĕ çырăнчĕ. Çывăхра автомашина тăратмалли вырăн пулманран, транспорта Карл Маркс урамĕпе лартса хăвараççĕ, çапла майпа вĕсем çул çинче чăрмав кÿреççĕ. Кăçалхи июльте, çавăн пекех, Вăрнарта çул-йĕр паллисене вырнаçтарса пĕтерме, кивелсе юрăхсăра тухнисене çĕннисемпе улăштарма представлени тăратнăччĕ. Анчах вĕсем паянхи кун та туллин пурнăçланайман-ха.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться
;