Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наркомани - çамрăксен чирĕ

Республикăра та, районта та «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие 10 çула яхăн ирттереççĕ, юлашки икĕ çулта вара икĕ хутчен - çуркуннепе кĕркунне. Çав тапхăрта вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакан яш-кĕрĕмпе хĕр упраçпа,  шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулусем, педагогсемпе семинар-канашлусем, библиотекăсенче куравсем йĕркелеççĕ, çавăн пекех сиенлĕ йăласем пирки кино кăтартаççĕ, видеолекторисем ирттереççĕ. Республикăра наркоманипе чирлекенсен хисепĕ 1997 çулта, районта 1998 çулта ÿсме тытăннă. Çак чир 2001 - 2002 çулсенче питĕ анлăн сарăлнă. Çынсем наркомана тухасран профилактика ирттерекен пĕтĕм субьект - шалти ĕçсен районти уйрăмĕ, Вăрнар район тĕп больници, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ - хастар ĕçленипе лару-тăрăва лайăх енне улăштарма май килчĕ. Юлашки виçĕ çулăн кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра та, районта та наркоманипе чирлесси чакнă. Вăрнар районĕнче вара çакăн пек тĕслĕхсене пилĕк çул ĕнтĕ регистрацилемен, мĕншĕн тесен учетра тăракансенчен çуррийĕ ытла наркомани питĕ анлăн сарăлнă тапхăрта (2002 çулта) вилнĕ. Сăлтавсем - хăйсем çине алă хуни, суррогатлă шĕвексем ĕçни, наркотиксен дозине ÿстерни. Вăхăтсăр леш тĕнчене кайнисем - 30 çулчченхи çамрăксем. Ахальтен мар наркомание «çамрăксен чирĕ» теççĕ. Вăхăтра сипленмесен наркомансем 7 - 8 çул кăна пурăнаяççĕ.

Профилактика ĕçĕсем ирттерни питĕ кирлĕ. Пирĕн ача-пăча, яш-кĕрĕмпе хĕр упраç коллективĕсенче пĕр наркоман та ан пултăр тесе хытах тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен вăл çур çулта 10 яхăн çынна наркотиксен серепине кĕртсе ÿкерме пултарать.

Паллах, ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланмаллах. Унсăрăн вĕсем сиенлĕ йăласен тыткăнне хăвăртах кĕрсе лекĕç.

Астăвăр: çынсем наркоманипе чирлесси чакни пире çак кăткăс ыйту пирки шухăшлама пăрахмалли çинчен пĕлтермест. Наркомани вăл профилактика мероприятисем ирттермесен хăвăртах хăйĕн çинчен асилтерме пултарать.

Районта наркотиксемпе усă куракансем пур. Этемĕн нерв системине витерсе ăна йĕркерен кăларакан им-çама сутакансем саккуна хирĕç каяççĕ. Хальлĕхе çак çынсене ярса тытайман-ха. Анчах вĕсем милици çыннисем аллине пурпĕр лекĕç.

Енчен кам та пулин наркотиксемпе усă курать пулсан унăн харпăрхăй ирĕкĕпех больницăна каймалла. Унсăрăн вăйпах сыватма илсе кайĕç.

Ан манăр: наркомансен ĕмĕрĕ кĕске. Вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшмалла. Çамрăксем сиенлĕ йăласен серепине ан лекчĕр тесен çитĕннисен пĕр самант та сыхăлăха çухатмалла мар.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 декабря 2007
00:00
Поделиться
;