ĂМĂРТУ ТУСЛĂХА ÇИРĔПЛЕТЕТ
Шăматкун Вăрнар поселокĕнче иртнĕ волейбол турнирĕ чăнах та районсем хушшинчи туслăха çирĕплетекен уяв пулса тăчĕ. Ку кăна мар, вăл малашне массăллă ăмăртусен таблицинче тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Пуçаруçи - «Попутчик» тулли мар яваплă общество ертÿçи Александр Аркадьевич Петров.
Волейболистсене çĕнĕ турнирпа саламланă май, Александр Аркадьевич сывă пурнăç йĕркине пăхăнни ĕçре те, пурнăçра та пулăшса пынине палăртрĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Павлов (вăл та волейболăн çывăх тусĕ) ăмăрту ăсталăха ÿстернине, вăйăсенче туслăх çуралнине каларĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ.
А.Петровăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ республикăри уçă турнирта вара пĕтĕмпе сакăр команда тупăшрĕ. Вăйăсем физкультурăпа спорт комплексĕнче тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче сарăлчĕç.
Пĕрремĕш ушкăнра вăрнарсен иккĕмĕшпе (Калининăри тата Малти Ишекри шкулсенче вĕренекенсем) виççĕмĕш (Çĕрпелпе Кульцаври шкул ачисем), Комсомольски тата Йĕпреç районĕсен командисем вылярĕç. Иккĕмĕшĕнче - Вăрнарăн пĕрлештарнĕ, Етĕрне, Канаш, Çĕмĕрле районĕсен волейболисчĕсем.
Çурма финалта йĕпреçсем вăрнарсен пĕрлештернĕ командипе тĕл пулчĕç. Хĕрÿ вăйăра пирĕн район волейболисчĕсем кÿршĕлле районсене 2:0 шутпа парăнтарма пултарчĕç. Канашсемпе каçал енсем хушшинчи вăйă 1:2 шутпа вĕçленчĕ.
Финалта виççĕмĕш вырăншăн йĕпреçсем канашсемпе тĕл пулчĕç. Ку хутĕнче ăнăçу Канаш район команди майлă пулчĕ, вăл йĕпреçсенчен икĕ сета та выляса илчĕ.
Пĕрремĕш вырăншăн кĕрешÿ уйрăмах çивĕч иртрĕ. Комсомольски районĕн волейболисчĕсем те, вăрнарсем те пĕрешкелтерех вăйлă пулчĕç. Сăмах çук, хамăр волейболистсемпе эпир тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр, каçал енсене вĕсем 2:0 шутпа парăнтарчĕç, куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç. Командăра паллă спортсменсем: Дима Паймулкин, Вадим Кириллов, Алексей Лавров, Дима Трофимов, Алексей Волков, Константин Сидоров, Андрей Матвеев, Саша Федоров. Капитанĕ - Владимир Иванов.
Малти вырăнсемшĕн Вăрнар, Комсомольски тата Канаш районĕсен командисем укçан премие тивĕçрĕç. Кунсăр пуçне вăйăра чи лайăх вылякансене те палăртрĕç. Вĕсене те - Александр Федорова (Вăрнар), Сергей Грачева (Комсомольски) тата Михаил Федорова (Йĕпреç) - укçан хавхалантарчĕç.
Пĕрремĕш вăйăсем ăнăçлă иртрĕç. Çĕнĕ пуçару вара çитес çулсенче тата ытларах команда пуçтарасса шанас килет.