Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ĔМĔРŸ ВĂРĂМ ПУЛТĂР

Уйкас Явăшран Талхире çÿремелли урам кĕтессинче кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă капмар çурт катаранах илемлĕн курăнса ларать. Кунашкалли ку таврара сахалтарах. Ăна тултан та, шалтан та эрешлесе илемлетнĕ. Аялти хутĕнче фойе, хăнасене йышăнмалли, апатланмалли пÿлĕмсем, камин вырнаçнă. Çÿлти хутне шалтан, капăрлатса тунă пусмапа хăпармалла. Кунти пÿлĕмсемпе стенасене капăрлатнă чухне дизайнерсем нумай çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.

- Камсен аллисем маçтăрланă чаплă кермене; - тÿрех ыйту патăм кил хуçи хĕрарăмне, ĕçпе хытнă аллисене чăмăртаса.

- Ывăлсем, - терĕ Валентина Ивановна Ильина.

Халĕ вăл çак çуртра пĕчченех пурăнать темелле. Чĕппийĕсем хăйсем йăва çавăрнă, кашниех çакнашкал капмар çуртсенче пурăнаççĕ иккен.

Питĕ ăшшăн, чун-чĕререн юратса, хисеплесе калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Ун çине пăхса тĕлĕнсе тăтăм. Çулĕсем самаях унăн,  кăçал пуш уйăхĕнче 68 çул тултарать. Кĕлетки тÿп-тÿрĕ, çамрăк хĕр пекех, сăн-пичĕ те илемлĕ, алли-ури вăр-вар... Аякран пăхсан пурнăçĕнче вăл нимĕнле  хурлăх та курман тесе калама пулать. Хамăр ялта ÿснĕ май,  эпĕ ăна чылайранпах лайăх пĕлетĕп. Вăл хăр-хар калаçнине, ман пурнăç йывăр тесе нăйкăшнине, кама та пулин хăйĕн инкекĕшĕн айăпланине илтмен. Хурлăхне вара... Тăшмана та  ун чухлĕ курма сĕнес килмест. Кашни инкекĕ хыççăнах: «Хам çылăха кĕтĕм пуль çав, çавăнпа çак инкеке куртăм пуль», - тет.

Ача чухнех ун пурнăçĕ çăмăл килмен. Мăн Явăшри 7 çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер, укçа-тенкĕ çитменнипе медицина еннелле çул хывайман. Çамрăк хĕр пĕр хушă сысна ферминче ĕçленĕ, колхозра тыр-пул çитĕнтернĕ.

Чи хитре те ĕçчен Валентинăна Уйкас Явăш каччи, Петр Ильич, куç хывнă, каярахпа качча илнĕ.

Пĕр хĕрпе тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ Валентинăпа Петр Ильинсем. Аслă хĕрĕ, Светлана, Шупашкарти медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ, халĕ ача садĕнче ĕçлет. Александр ятлă ывăлĕ, юхан шывра кимĕсене илсе çÿреме вĕрентекен училищĕре пĕлÿ илнĕскер, Шупашкарти шыв портĕнче вăй хурать. Сергей Петрович, икĕ хутчен аслă пĕлÿ илнĕскер, халĕ Мăн Явăшри вăтам шкулта директор пулса ĕçлет. Владимирпа Николай тăван ялĕнчех тымар янă. Вĕсем таврари ял-хуласенче мĕн чухлĕ капăр керменсем çĕклемен пулĕ; Ăста аллисемпе хăпартса лартнă çуртсем Мускав урамĕсенче те сахал мар. Вĕсем Ильинсен йăхне çĕршыв умĕнче хисепе кăларнă чĕрĕ палăксем пекех туйăнаççĕ.

Йăх тымарланса, туратланса çирĕпленнишĕн ашшĕ, Петр Ильич, питĕ савăнатчĕ. Вăл 7 çул каялла çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Тен, çак йывăр хуйхă та Валентина Ивановнăн сывлăхне хавшатрĕ пулĕ.

 Чăтать Валентина Ивановна, нăйкăшмасăр, шăла çыртса кĕрешет йывăрлăха хирĕç, хурçă евĕр çирĕплĕхпе тĕлĕнтерет пĕтĕм ял-йыша. Çук, хурçăран та çирĕп пуль унăн чĕри.

- Мухтанса каламастăп, эпĕ хутшăнман ĕç ялта çукпа пĕрех, уй-хирте çитмен кĕтес хăварман, пĕр ĕçрен те юлман. Манăн упăшка та ĕçшĕн хыпса çунатчĕ, - ĕлĕкхине аса илчĕ Валентина Ивановна. - Вашаватлăх туйăмĕ сăпайлăх енне туртăнчĕ пулмалла, çынсемпе тÿрккес мар эпĕ. Çав лайăх енсене хамăн ачасенче калăплама тăрăшрăм.

Тивĕçлĕ канура пулин те пĕрре те ĕçсĕр ларма юратмасть вăл. Картиш тулли выльăх усрать.

- Пĕччен мĕнле ĕлкĕретĕр; - тĕлĕнсе ыйтрăм унран.

- Халĕ çамрăксене пурăнма йывăр, ĕçĕ çук текен сăмахсене килĕштерместĕп, - хуравне катаран пуçларĕ вăл. - Икĕ ура утсан, икĕ алă  пулсан, кирек-камшăн та ĕç тупăнатех. Хăш-пĕр çамрăксем пурнăç çине çăмăллăн пăхни, пилĕкĕсене авма юратманни, хăйсене ытла та каппайчăкла, ирĕклĕ тытни, патшалăхпа çемье умĕнче яваплăха çухатни, ĕçке ерни, вăрлас  çул çине тăни шутсăр тарăхтарать мана. Ĕçлĕ çыннăн усал шухăшпа çÿреме вăхăт çук, - çапла вĕçлерĕ хăйĕн ăслă сăмахĕсене Валентина Ивановна.

Çакăн пек çынсем çĕр çинче нумайрах пулсан пурăнма та çăмăл пулĕччĕ. Нумай-нумай çул пурăн, Валентина Ивановна! Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр. Сирĕн ырă чуну ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса маяк пек çутатса тăтăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться