Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ÿсĕмсем ĕçлеме хавхалантараççĕ

1918 çулхи çу кунĕ. Туçи Çармăсра хура халăх пухăва пуçтарăннă. Шавлă пуху икĕ пая  пайланнă: пĕрисем, Турра ĕненекенсем чиркÿ уçас тенĕ, теприсем, Турра ĕненменнисем хирĕç пулнă. "Ялта чиркÿ уçсан пасар та пулатех. Туçи Çармăс чи пысăкки, чи хăватли пулса кайĕ», - тенĕ вĕсем. «Ялта хутла пĕлекен çук, ачасене çырма-вулама вĕрентмесен мĕнле малалла кайăпăр», - тенĕ теприсем.

Етĕрне уесĕнчи халăха вĕрентес ĕç инспекторĕ Александр Хрисанович Курбатов сăмах илнĕ. Вăл ялта чиркÿ уçни халăха нимĕн чухлĕ те усă паманни çинчен ăнлантарнă. «Ялта хутла пĕлекен çукпа пĕрех, мĕн чухлĕ çамрăк вĕренмесĕр юлать», - хĕрÿллĕн калаçнă вăл.

Халăх кĕрлесе кайнă. Тавлашнă, шавланă. Александр Курбатов тепĕр хут сăмах илнĕ, вырăнти тĕслĕхсемпе шкул кирли çинчен каланă. Çапла халăхăн ытларах пайĕ ялта шкул уçма йышăннă. Александр Хрисанович Етĕрне уесĕнче шкул уçма ирĕк илсе килнĕ. Ял халăхĕ ăна пулăшма шантарнă.

1918 çулта пĕрремĕш класа кайнă И.С.Сергеев шкул ветеранĕ аса илнĕ тăрăх, 18-а яхăн пуçтарăннă вĕренме, анчах шкул çурчĕ пулман пирки вĕсем пĕрремĕш çул А.Курбатовăн çĕнĕ çуртĕнче вĕреннĕ. 1919 çулта икĕ пÿлĕмлĕ (икĕ класлă) шкул çуртне çĕклесе лартма пултарнă. Вунă çул хушши çав çуртра ĕçленĕ, вĕреннĕ. 1929 çулта  типовой проектпа шкулăн çĕнĕ йывăç çуртне туса лартнă. Ялти шкулта малтанхи пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен паллă çынсем чылай тухнă. Чăвашсен паллă писателĕ Дмитрий Афанасьев (Мĕтри Кипек) çак шкулта букварь вуланă. Истори наукисен кандидачĕ Иван Паньков та пĕрремĕш вĕренекен пулнă. Совет Союзĕн Геройĕ Алексей  Иванов та вăрçă умĕн кунта ăспа хаярлăхне пухнă.

Çарти, шалти ĕçсен службинчи аслă офицерсем (полковниксем) чылай вĕренсе тухнă пирĕн шкултан, аслă пĕлÿ илнĕ, пысăк çитĕнÿсем тунă çынсем  вуншарăн-вуншарăн - учительсем, агрономсем, зоотехниксем, инженерсем, ертсе пыракан  организацисенче ĕçлекенсем - пурте малтанхи пĕлĕве ялти шкулта туптанă.

Шкулăн кĕске историйĕ çакăн пек:

1918 - 1935 - пуçламăш шкул.

1935 - 1961 - 7 çул вĕренмелли шкул.

1961 - 1991 - 8 çул вĕренмелли шкул.

1991 - 1994 - 9 çул вĕренмелли шкул.

1994 - 2006 - вăтам пĕлÿ паракан шкул.

2006 - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.

1994 çулта çĕнĕ шкул çуртне хута янă.

Туçи Çармăсри вăтам шкул «Вĕрентÿ» наци проектĕнче палăртнă приоритетсене тĕплĕн пурнăçлать. Вăл - тĕрлĕ енлĕ кăтартусемпе районти ырă тĕслĕхлĕ шкулсен йышĕнче. Коллектив вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене хăвăрт алла илет, малалла аталанма çул парать. Шкула чылай çул Борис Иванович Сергеев ертсе пырать. Шкул директорĕ паян - «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн хăни. - Борис Иванович, сирĕн шкул çĕнĕ çула юбилейлă датăпа кĕчĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕн ÿсĕм-çитĕнĕвĕсем те пĕчĕк мар...

- Чăн та, шкул 90 çулта аталану çулĕпе сулмаклăн утрĕ, çĕнĕлĕхсене алла илчĕ, мал опытпа анлăн  усă курчĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕ паян суйласа илнĕ çул вара  паха хаклă пĕлÿ, тĕрĕс воспитани патне тÿррĕн туртать. Виçĕмçултанпа шкул çĕнĕ базис планĕпе ĕçлеме пуçларĕ. Нимĕç чĕлхине халĕ 2 класран, информатикăна 3-мĕш класран вĕрентеççĕ. Профильлĕ вĕрентÿ 9-мĕш класран пырать, килĕшнĕ предмета ачасем тивĕçлипе элективлă курсра, тарăнрах вĕренеççĕ.  учительсем  анлăн усă кураççĕ компьютерпа уроксенче, вĕренекенсене 200 яхăн электронлă учебниксемпе тивĕçтернĕ. Хăвăртлăхлă Интернет урлă кирлĕ материала шыраса тупма майсем пысăк. Хăйсен ĕçĕнче  учительсем мультимедийлă проекторпа, ноутбукпа усă  курма тăрăшаççĕ. Информатика учителĕ Е.И.Макарова 5-6-мĕш классенче информатика кружокне йĕркеленĕ, 3-4-мĕш классенче вĕренекенсем класра вырнаçтарнă икĕ компьютерпа ăшталансах ĕçлеççĕ.

Коллектива 16 учитель пĕрлештерет. Е.Г.Петрова - пысăк категориллĕ вĕрентекен, 1-мĕш категориллĕ учительсем - 9, 2-мĕш категориллĕ учительсем - 6.

- Сирĕн шкултан ăслă çынсем чылай тухнă. Паянхи ăрура вĕсен йĕрĕпе утакансем чылаййăн-и; Вĕрентекенсем ачасене районти, республикăри  конкуссене, олимпиадăсене явăçтарма тăрăшаççĕ. Çакă вĕсен ăс-хакăлне ÿстерес ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Ку енĕпе эпир хамăр вĕренекенсемпе мухтанма пултаратпăр. «Вырăс упи», «Чĕвĕл  чĕкеç»,  «Кенгуру» предмет вăййисене хутшăнса призсем, дипломсем кашни çулах çĕнсе илеççĕ. Географи учителĕ Н.М.Сергеева республикăри методика ярмаркине хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ, чĕлĕм туртассине хирĕç кĕрешессипе йĕркеленĕ «Çăмăллăн сывла» районти конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, физика учителĕ Е.И.Макарова çамрăк космонавтсен конкурсĕнче республика шайĕнче диплома тивĕçрĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Иван Иванов районти «Çулталăкри чи лайăх вĕренекен» конкурсра 3-мĕш пулчĕ. Л.А.Андреева библиотекарь ертсе пынипе 8-мĕш класс ачисем «Ачасем тата кĕнекесем» республикăри тĕпчев конкурсне хутшăнса «Манăн библиотека» номинацире 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç, «Çĕнĕ кĕнекепе - Çĕнĕ çула»  республика конкурсне хутшăнса Шупашкара кайса килчĕç. «Сывă пултăр ачалăх» районти конкурсра 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç.

- Пĕлнĕ тăрăх, тăван тавралăх историне тĕпчессипе сирĕн шкулта пысăк ĕç пуçарнă, сирĕн музей халĕ истори экспоначĕсемпе чи пуяннисен шутĕнче.

- Вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче шкул музейĕ пысăк вырăн йышăнать. Краеведени музейĕ экспонатсемпе пуян, 200 яхăн вĕсем - тăван шкул, ял, колхоз историйĕпе çыхăннă архиври документсем, 3 хут Георги хĕресне илме тивĕçлĕ пулнă Иван Хрисанович Курбатов архивĕ. 1890 çулта кăларнă вулав кĕнеки, тĕрлĕ вăхăтра шкулта, колхозра ĕçленĕ çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем. Пĕрремĕш вĕренекен, вăрçăччен тата вăрçă хыççăн  директорта ĕçленĕ Иван Сергеевич Сергеевăн архивĕ упранать. Мускавран, Санкт-Петербургран, Подольскран килнĕ архив докуменчĕсем чылай, вырăнти этнографипе, топонимикăпа çыхăннă экспонатсем нумай. Класс руководителĕсем, учительсем музей материалĕсемпе  анлăн усă кураççĕ, вĕренекенсем килнĕ хăнасене музейпа паллаштараççĕ. 2005 çулхи майăн 31-мĕшĕнче музея ачасен тата çамрăксен туризмпа экскурси «Эткер çурчĕ» свидетельство парса «Шкул музейĕ» ята тивĕçтерчĕ.

Сăмах май, шкул музейне ертсе йĕркелесе пыракан географи учителĕ Сергеева Надежда Михайловна 20 çула яхăн краеведени кружок членĕсемпе Алексей Иванов пирки материал пухрĕ, вăрçă умĕн шкулта вĕренни, вăрçă хыççăн Вăрнарти зоответтехникумра вĕреннĕ сăнÿкерчĕксене тупса музея  çакрĕç. Шкулти ачасен организацийĕ 30 çул А.Иванов ячĕпе хисепленсе тăрать, кашни çулах унăн обелискĕ умне чĕрĕ чечексем хураççĕ.

- Шкул çинчен калаçнă чухне ачасене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас ыйтăва та çĕклемелле. Ку енĕпе лару-тăру еплерех;

Туçи Çармăсри тĕп пĕлÿ паракан шкулта сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, вĕренекенсене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, кружоксем ĕçлеççĕ. Администраци 16 мăшăр пластика йĕлтĕрĕсем илсе пани йĕлтĕрçĕсене нумайрах ярăнма хистет.  8 кружока 90 вĕренекене яхăн явăçнă кăçал, ку ачасен сывлăхĕ çирĕпленсе пынине, предметсене юратнине кăтартакан пулăм. 2004 çултанпа пирĕн шкултан вĕренсе тухнă, 9 хут тĕнче чемпионĕ пулнă, тĕнче класлă спорт мастерĕн Наталья  Петровна Прокопьева-Кузьминан кубокне çĕнсе илессишĕн кашни çулах республика шайĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртет. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулать. Çак ăмăрту уйрăмах ачасен чĕрисенче хавхалану туйăмĕ çуратать. Вĕсем паллă спортсменка пек пулма  ĕмĕтленеççĕ. Çак кун шкул шăпах 90 çул тултарать. Ку шкултан хăй вăхăтĕнче вĕренсе тухнă пур хисеплĕ çынна  хăнана чĕнетпĕр.

- Юбилея мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕр;

- Савăнăçлă самантсем сахал мар. Юлашки çулсенче шкул çĕнелсе улшăнчĕ, юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр, газ кĕртрĕмĕр. Шкул территорийĕнче уçнă модельлĕ библиотека ачасене хăй  патне туртать, шкулта хамăрăн музей пурри вĕрентекенсен ĕçне çăмăллатать, класс-кабинетсенче çĕнĕ DVD-проекторсемпе тĕрлĕ тĕслĕ телевизорсем пурри ачасене хавхалантарать. Уроксене çĕнĕлле ирттерме май пурри учительсене те, администрацие те малашне çĕнĕ çитĕнÿсем тума хистет, ачасем хăйсен шкулне юратни, вĕренме тăрăшни куçкĕретех. Юлашки çулсенче «4» тата «5» вĕренекенсен шайĕ 50% иртни пире пурне те савăнтарать, малалла ĕçлеме вăй парать.

2005 çулта район пуçлăхĕн грантне тивĕçни пире тата пысăкрах шанăç парать, тĕрлĕ тĕслĕ телевизорпа принтер парнелени тĕрлĕ тĕслĕ конкурссене хутшăнма хавхалантарать.

Юлашкинчен коллектива, тĕрлĕ çулта шкултан вĕренсе тухнисене, паянхи вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсене шкулăн 90 çулхи юбилейĕпе саламлас, ăнăçу, телей сунас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться