Электронлă кăларăм хатĕрлеççĕ
Тĕнче кубокне çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес ĕçе Чăваш ен тахçанах тытăннă ĕнтĕ. Çавна май куллен тĕрлĕ ĕç пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри - пĕлтерĕшлĕ пулăм тĕлне «Спортпа туслă Чăваш ен» электронлă кăларăм хатĕрлесси. Ку ĕçе архив ĕçченĕсем хăйсем çине илнĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕнче - республика ят-сумне çĕкленĕ спортсменсем тата физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнă çынсем çинчен каласа парасси. Çавăн пекех ку кăларăм Чăваш енре спорт тытăмĕ епле аталанса пынипе паллаштарĕ, çăмăл атлетсен тĕнче, Раççей шайĕнчи çитĕнĕвĕсене çутатĕ. Халĕ архив ĕçченĕсем тивĕçлĕ материалсем пухассипе тимлеççĕ.
"Çĕнтерÿ çуле"