Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăх аваллăхĕпе паллашатпăр

Кашни çыншăн хăйĕн халăхĕн аваллăхне пĕлни, аслашшĕ-мăн аслашшĕсем мĕнле йĕркепе пурăннине пĕлсен аван. Мĕнле çуртсенче, мĕн ĕçлесе пурăннă вĕсем; Йăли-йĕрки еплерех пулнă; Çакăн çинчен ачасем ытларах кĕнекесем вуласа пĕлеççĕ, истори тĕпчевĕсен страницисем çинче паллашаççĕ.

Январĕн 28-мĕшĕнче, акă, ача-пăча библиотекин ача-пăча литературин пайĕн вулав залĕнче «Мĕншĕн;» клубăн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Вăл, вырăс халăхĕн авалхи  пурнăç йăлине халалланăскер, ачасемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕ. Клуб ĕçне  кĕçĕн тата вăтам ÿсĕмри вĕренекенсем хутшăнчĕç - пĕтĕмпе вунçиччĕн.

Занятие ертсе пыракансем ачасене авал пирĕн асаттесемпе асаннесем усă курнă япаласен историйĕпе паллаштарнă. Йывăç пÿртсем, кăмака, сентре, арча, ухват, турчка,  çăпата, краççын лампи, кăмрăкпа ĕçлекен утюг тата ытти те - çак япаласем пирĕн пурнăçран тухса пыраççĕ. Хăшĕ-пĕрисем вĕсемпе мĕнле усă курмаллине те ăнланмаççĕ, вĕсем мĕн тума кирлине те  пĕлмеççĕ.

Заняти вăхăтĕнче шкул ачисем, çавăн пекех, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă, ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем «Япаласен тĕнчинче» викторинăна хавхаланса хутшăннă.

Пĕтĕмĕшле илсен, вырăс халăхĕн авалхи культурипе паллашассипе çыхăннă заняти ачасене питĕ килĕшнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться
;