Кубок символĕпе – кĕмĕл укçа
«Интерфакс» пĕлтернĕ тăрăх Раççейĕн Тĕп банкĕ 2008 çулта вăл е ку паллă датăсем тĕлне 51 тĕслĕ укçа кăларма палăртать. Вĕсенчен виççĕшне спорт пулăмĕсене халалласа кăларĕç, Пекинри Олимп вăййисене тата Шупашкарта майăн 9-11-мĕшĕсенче пулакан Тĕнчен XXIII Кубокне.
«Пирĕн укçа» - виçĕ тенкĕпе танлашакан кĕмĕл çаврака. Унăн сăн-сăпачĕ тата вăл çаврăнăша хăçан тухасси хальлĕхе паллă мар. Тĕп банк пирĕн республикăри ĕçтешĕсен сĕнĕвне - раритетлă укçа çине паллă спорт ăмăртăвĕн символикине вырнаçтарма ыйтнине - пăхса тухса тивĕçтерме шантарнă. Çакна та каламалла, ку укçа уйрăмах коллекционерсене кăсăклантарĕ.
"Çĕнтерÿ çуле"