Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

СТАЛИНГРАД ПАТТĂРĔСЕН ЯЧĔПЕ

Шăматкун районти культура çуртĕнче Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем вĕçленнĕренпе 65 çул çитнине халалласа пысăк мероприяти иртнĕ. Вăл çак хаяр кунсене çутатакан, пĕр вăхăтрах паттăрлăхпа тата инкекпе тулнă конофильмпа уçăлнă.

Паян пирĕн хушăра Сталинград паттăрĕсем вунтăваттăн кăна пурăнаççĕ. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин паянхи ăру ячĕпе вĕсене чĕререн тав тунă, вĕсен ячĕпе чылай ăшă сăмах  каланă.

Тухса калакансем çак çапăçусем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче чи хаярри, чи юнли пулнине палăртнă.

Концерт программине те çак кун вăрçă çулĕсенчи юрăсемпе пуянлатнă. Артисчĕсем - районти культура çурчĕн ĕçченĕсем, ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться
;