Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентекенсен ăсталăхĕ курăмлă

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсене харпăр хăй тĕллĕн ăс  илме хавхалантарас тĕллевпе Шупашкар хулинче 22 предметпа республика олимпиадисем иртрĕç. Унта пирĕн районти 8-11 классенчи 37 вĕренекен хутшăнчĕ. Калининăри вăтам шкулта ăс-тăн пухакан Федор Виноходов технологи предмечĕпе  пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Вăрманкасри тата Туçи Çармăсри  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем вара  правăна тата нимĕç чĕлхине питĕ лайăх пĕлнине кăтартрĕç.

Вăрнар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ ачасене республикăри  предмет олимпиадисене лайăх хатĕрленĕшĕн Калининăри, Вăрманкасри шкулсенче технологи тата право предмечĕсене вĕрентекен Геннадий Никандрович Кошкина, Туçи Çармăсри шкулта нимĕç чĕлхипе ăс паракан Елена Геннадьевна Петрована чун-чĕререн тав тăвать, тата пысăк çитĕнÿсем тума сунать.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться
;