«ÇАМРĂК ÇЕМЬЕ» КОНКУРСА ЙЫХРАВЛАТЬ
Çемье çулталăкĕ пуçланчĕ кăна-ха, çемьен обществăри вырăнне çирĕплетессипе, ун статусне ÿстерессипе çыхăннă мероприятисем пĕрин хыççăн тепри старт илчĕç.
Районта вăл çамрăк çемьесен клубĕсен тата видеороликсен «Çамрăк çемье - 2008» конкурсĕпе уçăлчĕ. Февраль-март уйăхĕсенче муниципаллă хăй тытăмлăх органĕсенче ирттерекенскере, 35 çула çитмен хут уйăрттарнă мăшăрсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс ултă номинаципе иртет: çемьен йăх-несĕл историйĕ, çемье сăн ÿкерчĕкĕ, çемьери чи тутлă апат, туй историйĕ, çамрăк çемье клубĕ, ырă ĕç, «Манăн çемье» пултарулăх визитки.
Районти тапхăрта çĕнтернисем республика шайне тухĕç. Конкурс условийĕсене тĕплĕнрех вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ыйтса пĕлме пулать.