Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ашшĕ-амăшне старта чĕнчĕç

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсем спортпа питĕ туслă. Вĕсем районта ирттерекен ăмăртусене час-часах хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакă вăл ачасем мĕн пĕчĕкренех спорта юратнипе çыхăннă. Акă çак кунсенче 5-мĕш класра вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче «Хаваслă стартсем» иртрĕç. Пуçаруçисем 5-мĕш класс ертÿçи Нелли Евгеньевна Игнатьева тата физкультура учителĕ Нина Алексеевна Ракова. Ăмăрту куракансене те, вăййа хутшăнакансене те питĕ килĕшрĕ. Конкурссенче ашшĕ-амăшĕсем те, вĕренекенсем те пĕр пек очкосем пухрĕç. Шкулпа малашне те тачă çыхăнса ĕçлес тĕллевпе Çĕршыв сыхлавçисен уявĕ тĕлне «Атте, анне тата эпĕ» йĕлтĕр эстафети ирттерме палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться