Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асран тухман кунсем

Хăй вăхăтĕнче районта, республикăра «Чи лайăх доярка» ята çĕнсе илнĕ Вăрманкасри Клавдия Федоровна Козлова-Зубова пурнăçĕпе кăсăкланса, кучченеç илсе эпĕ ун патне çул тытрăм. Сакăрвун виççе çывхаракан К.Козлова кирпĕчрен  тунă хăтлă та тирпейлĕ газ кĕртнĕ çуртра халĕ пĕчченех пурăнать.

Клати 1925 çулхи пуш уйăхăн 17-мĕш кунĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вĕсем улттăн пĕртăвансем çитĕннĕ. Паянхи кун чи аслисем Маюкпа Клавти тата кĕçĕнни Нина кăна пурăнаççĕ. Амăшĕ, Мария Ефимовна, йывăр чире пула 1935 çултах çĕре кĕнĕ. Ашшĕне те, Федор Филипповича, юратнă хĕрĕсене качча парса, ывăлне авлантарса савăнма тÿр килмен. Сывлăхĕ хавшаса çитнĕрен инвалид 1945 çулта çĕре кĕнĕ.

Аслă пиччĕшĕ Гаврил 23 çулта фронта тухса кайнă, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Аппăшĕ Маюк, «Хисеплĕ колхозница» ята тивĕçнĕскер, хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Йăмăкĕ Екатерина хĕрĕх çул ытла Ершепуçĕнче шкул ачисене вĕрентнĕ, йывăр чире пула икĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайнă. Виссарион шăллĕ 1930 çулта çуралнăскер, чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Чи кĕçĕнни - Нина - Казахстанра пурăнать.

Маюк аппăшĕпе Клатине йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхса ÿстерме çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Пилĕк пĕртăван туслă  ÿснĕ, çемьере килĕшÿ те тату хуçаланнă.

Тăлăх ачасем аслисемпе пĕр танах лашапа суха тунă, кунтăк çакса тырă акнă, çава тытса утă çулнă, çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă. Малалла вĕренме ун чухнехи тискер вăрçă чăрмантарнă. Клати 4 класс кăна пĕтернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тăван хуçалăхра сыснасем пăхнă, сурăхсем патĕнче пилĕк çул ĕçленĕ. Ĕçченлĕхĕпе тата пултарулăхĕпе палăрнă хĕрачана 1954 çулта дояркăна куçарнă. Кирек ăçта тимлесен те хăйне  шаннă кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн, тирпейлĕн, тăрăшулăхпа пурнăçланă вăл.

1955 çулта вăл кашни ĕнерен 2513 килограмм сĕт суса илсе районти «Чи лайăх доярка» ята çĕнсе илнĕ. Çак чыса çĕре ÿкерес мар тесе тăрăшни, харама кайман, ĕç кăтартăвĕсем татах та лайăхланса пынă: 1956 - 1957 çулсенче республикăри «Чи лайăх доярка» ята тивĕçнĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. К.Козловăна нумай Тав  хучĕпе, дипломпа, хаклă парнепе чысланă. «Ĕçре палăрнăшăн», 1941 - 1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе, «Ял хуçалăхĕнчи социализмла ăмăрту отличникĕ», «Социализмла ăмăртури çĕнтерÿçĕ» значоксемпе чысланă.

1956 çулта Клавдия Федоровна Мускава Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне кайма тивĕç пулнă.

- Выставкăра мана выльăх-чĕрлĕх павильонĕсем питĕ килĕшнĕччĕ, «Морошка» текен пĕр хĕрлĕ ĕни тавра паянхи кун та куç умĕнчех. Вăл çулталăкра 13 пин килограмм ытла сĕт парать имĕш, - аса илет ватă çын.

Вăл хăй çинчен каласа панине итлетĕп те пуçран пĕр шухăш тухмасть: ăçтан вăй-хал, чăтăмлăх çитернĕ-ха çак вăтам пÿ-силлĕ, черченкĕ хĕрарăм; Вăл нихăçан та, никампа та хирĕçсе, ятлаçса курман, унăн чĕринче нихăçан та курайманлăх хуçаланман.

Амăшĕ çынна сума сусан, ырă тусан, таса чунлă пулсан эс хисеп курăн тесе  каланине ялан асра тытнă. Мăшăрĕпе Петр Ивановичпа вĕсем тăватă хĕр çуратса  ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ.

Тамара хăйĕн çемьипе Мăньял Хапăсра, Галя - Çĕнĕ Шупашкарта, Света - Вăрманкасра, Надя - Ташкентра пурăнаççĕ. Кукамăшĕн ултă мăнук çитĕнет.  Этем кун-çулĕ пĕр тикĕс килмест. Мăшăрĕпе Клавдия Федоровна 19 çул кăна пурăнма ĕлкĕрнĕ. 1978 çулта упăшки сарăмсăр вилет. 1982 çулта вара пÿрт тунă вăхăтра хăй те йывăр ĕçе пула чирлет, ăна  операци тăваççĕ. К.Козлован сывлăхĕ начартарах. Юрать, кÿршĕре пурăнакан Светлана хĕрĕпе Коля кĕрÿшĕ йывăр ĕçсене пурнăçлама пулăшсах тăраççĕ.

Клавдия Федоровнăпа шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май ăна мĕн пăшăрхантарнипе те кăсăклантăм эпĕ.

- Чĕрене акă мĕн ыраттарать: хăй вăхăтĕнче районта кăна мар республикипе  малта пыракан  тăван «Самолет» хуçалăх йăлтах арканчĕ. Вун-вун çул тар юхтарса, çывăрмасăр тенĕ пек ĕçлесе пуçтарнă пуянлăх уйрăм çынсен аллине йÿнĕпех куçать.  Мĕн чухлĕ çурт-йĕрччĕ, выльăх-чĕрлĕхчĕ! Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пурлăх чăл-пар саланчĕ, пĕтрĕ. Аркатма - çур кун, пуçтарма - ĕмĕрлĕх çав», - терĕ вăл. Вырăнта ĕç çуккипе ирĕксĕрех аякка ĕçлеме кайма тивет. Çапах малашлăх çутă пуласса ĕненет кинемей.

Клавдия Федоровнăна çывхарса килекен çуралнă кунĕ ячĕпе çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул, телей сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться
;