Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă вăрлăх акакан

Манăн сире Надежда Леонидовна Ильинапа паллаштарас килет. Вăл манăн ĕçтешĕм, ырă та тарават, ĕçчен хĕрарăм.

Надежда Леонидовна хамăр районти Мĕлĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунти шкултах пĕлÿ илнĕ. Канашри педагогика училищине пĕтернĕ çамрăк учительница Санарпуç вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентме пуçланă.

Тĕрлĕ концерт, спектакль лартнă, уяв ирттернĕ çĕре хастар хутшăнать вăл. Ял çамрăкĕпе, анчахрах çартан, Афганистанран, таврăннă Валерий Ильинпа туслашаççĕ, каярахпа çирĕп çемье çавăраççĕ. Пÿрт-çурт тата ытти хуралтăсене çĕнетме, çĕнĕрен çĕклеме тытăнаççĕ. Мăшăрĕпе Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕренсе тухать, ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Алина хĕрĕ те амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Педагогика институчĕн математика факультечĕн студентки. Максим Санарпуç шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлÿ пухать.

Надежда Леонидовна ялан шыравра. Мĕн чухлĕ ачана çирĕп пĕлÿ илме пулăшман-ши; Анлă тавракурăмлă, ĕçчен, тăрăшуллă, туслă, пултаруллă унăн вĕренекенĕсем. «Чи кирли - сывлăх», - тет вăл ачасене, çавăнпа мĕн пĕчĕкрен сывлăхлă пулма, ăна упрама вĕрентет. Çынлăх саккунĕсене тĕпе  хурса вĕрентнĕрен, хăй те ырă  йăла-йĕркесене хисепленĕрен, ырă, çепĕç чунлă пулнăран, вăл пĕлÿ паракан ачасем те çирĕп воспитаниллĕ. Ырă вăрлăх акса çитĕнтерет учитель.

Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра кĕçĕн классене валли методика литератури кăларнă çĕре хутшăнса тĕрлĕ вăйă, сценари, брошюра, авторĕ пулса тăчĕ.

Пултаруллă вĕрентекен профессин тĕрлĕ конкурсĕсене хастар хутшăнать. Кĕçĕн класра вĕренекенсемех районта тата республикăра ирттерекен наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнма хатĕрлет. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологине алла илнĕскер, мастер-классем, презентацисем йĕркелесе ирттерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться