Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

СĂКĂТРИ КРАСНОВСЕМ

Пĕр ялта, Сăкăтра, çуралса ÿснĕ Анатолий Ильичпа Евдокия Федоровна пĕрлешсе çемье çавăрнă та  иккĕшĕ те Красновсем пулса тăнă. Ĕçченскерсем, выльăх-чĕрлĕхрен ытлă-çитлĕ пурăннă, вуннă ытла лаша усранă,  вĕсемпе ĕçлеме ял çыннисене те  явăçтарнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн кил хуçи нихçан та кÿрентермен, укçан, вăрлăхпа е утă-улăмпа тÿленĕ.

Красновсем Хусана чăхсем, çăмарта, çу, пыл сутма çÿренĕ. Кивçен пама та шикленсе тăман, уншăн хушса та тÿлеттермен. Ананий Ильич ыр кăмăллăхĕ ку енĕпе çеç палăрман. Ялта вăл хут пĕлекен пĕртен пĕр çын пулнă. Çавăнпах пуль  патша çарне илсен, унтер-офицер званине тивĕçет. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче нимĕçсен тылпа 18 салтака разведкăпа ертсе çÿрет, хаклă «чĕлхесемпе» таврăнать. Паттăрлăхпа хăюллăхшăн IV  степень Георгий хĕресĕпе чыслаççĕ.

Яла таврăнсан, Анатолий килти юхăннă хуçалăха çирĕплетет, ял çыннисемпе, уйрăмах хĕрарăмсене вулама, çырма вĕрентет, пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркелес тĕлĕшпе нумай вăй  хурать.

Пурăна-киле Ананий Ильичпа Евдокия Федоровна тăватă ача çуратса ÿстереççĕ. Асли Иван, 1924 çулта кун çути курнăскер, çамрăклах ашшĕпе амăшĕн шанчăклă пулăшаканĕ пулса тăрать.

Сăкăт тăрăхĕ вăрманлă пулнă. Вăл халĕ те çаплах. 1928 çулта вăрман советсен аллине куçсан, Анатолий Ильича лесничие лартаççĕ. 180 гектарлă лаптăка сыхласа упрама çăмăл мар. Таврари сакăр ялтан çÿренĕ çынсем вăрмана: çырлана, кăмпана, мăйăра тата ... касса вăрлама.

Сăкăт вăрманĕ Нурăс лесничествине кĕнĕ. Вăрлакансем, лашасем кÿлсе, вăрман ăшнех кĕнине кура, йĕри-тавра метр çурă тарăнăш канав чавтарать Ананий Ильич. Ку çăмăлах мар ĕçе тума хутшăннă ял çыннисене лесничий вутăпа хăрăк-туратпа тивĕçтерет.

Анатолий Ильичăн мăнукĕсенчен пĕри, Юрий Иванович, çапла аса илет:

- Асатте питĕ уçă кăмăллăччĕ. Вăл пирĕнтен чăннипех лайăх çын тăвас тесе, нумай тăрăшатчĕ. Эпĕ шкулта çÿренĕ чухне, мана тата пиччене, Валерăна, велосипедсем туянса пачĕ. Ун чухне ялта никамăн та  пулман унашкал урапа.

Енчен те  асатте халĕ те пурăннă пулсан, хамăн çăмăл  автомашинăпа лартса ярăнтарнă пулăттăм.

Фашистла Германи Тăван çĕршыва тапăнсан, Ананий Ильича, патша çарĕнче пиçĕхнĕскере, каллех старшина пулса, Саратовра çамрăк салтаксемпе вĕрентсе пурăнать. Вăл тăван килĕн урамĕ урлă каçиччен Сăкăт вăрманне арăмĕ, Евдокия, пăхса тăрать, ăна аслă  класра вĕренекен аслă ывăлĕ Иван  пулăшать. Çавăнтанпа «Красновсен вăрманĕ» яланлăхах çирĕпленет.

Уйкас Юнтапари вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ Иван Краснова 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче çара илеççĕ. Вăл Чул хула облаçĕнчи Гороховецри çар лагерьне лекет. Ивана зенит артиллерийĕн расчечĕн командирне вĕренме суйласа илеççĕ. Курссем хыççăн ăна хăйĕн расчечĕпе пĕрле Чул хулана нимĕçсем тÿперен бомбăсем пăрахасран хÿтĕлеме хăвараççĕ. Тăшмана уйрăмах автомашинăсем туса кăларакан завод канăçсăрлантарнă. Çар хатĕрĕсен предприятийĕсем кунта татах пулнă.

Пирĕн çарсем анăçалла тапăнса кайнă май. Иван Краснов службăра тăракан 779-мĕш  артиллери полкне 1-мĕш Белорусси фрончĕн шутне кĕртеççĕ. Кунта чăваш каччипе тата та хăватлăрах зенит тупин расчетне ертсе пыма шанаççĕ.

Снарядсем йывăрччĕ. Пĕр пăт таяканскерсем, сакăр километр çÿллĕшне вĕçлетчĕç. Польшăра пулса иртнĕ пĕр çапăçу ман чун-чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ. Ун чухне пирĕн батареяна тÿперен «Мессершмитсемпе» «Юнкерссем» тапăнчĕç. «Юнкерссенчен» пĕри пирĕн расчет çийĕн. Явăнма тытăнчĕ, унтан тăруках аялла вирхĕнчĕ. Эпĕ пеме команда патăм. Ăна тÿрех вут хыпса илчĕ. Анчах тăшман летчикĕ те чустаран тунăскер пулмарĕ - бомба пăрахма ĕлкĕрчĕ. Тупă  арканчĕ, сывлăш хумĕ мана аякалла ывăтса ячĕ. «Командира çăлмалла!» - тесе кăшкăрнине  илтсе юлтăм та тăна çухатрăм, - каласа парать Иван Ананьевич. - Кайран, госпитальте  выртнă чухне, мана орденпа наградăлама хутсем хатĕрлени çинчен пĕлтĕм. Те документсем çунса кайнă, те штабри çын вилнĕ - ку мана паллă мар. Подольскри архива çырман, ыйтман, алă  тăсса тархасламан.

Контузие лекнĕ кĕçĕн сержанта юлташĕсем тăпра купи айĕнчен чавса кăлараççĕ. Иван, куçĕсем курманнине пула, юлташĕсене палласа илеймест. Ку çеç те мар-ха, вăл курмасть те, калаçаймасть те. Ăна Белосток хулинчи госпитале леçеççĕ, унтан санитари эшелонĕпе Мускава ăсатаççĕ. Тĕн хулари госпитальте те сывалаймасть. Юлашкинчен медсестрапа пĕрле Вăрнара илсе çитереççĕ. Кунта ăна амăшĕ, тăванĕсем кĕтсе илеççĕ.

Амăшĕ ялти чи ватă мучипе канашланă хыççăн ывăлне вăрманти эмел курăкĕсемпе сиплеме тытăнать. Ĕнерхи салтак майĕпен тăна кĕрет, çынсене паллама пуçлать, сывлăхĕ йĕркене кĕрсе çирĕпленет.

Çав асамлă эмел курăкĕсемех чĕнчĕç пуль çав Иван Ананьевича каярахпа Сăкăт вăрманĕн ытамне. Тепĕр тесен, йывăç-курăкăн та чун пур мар-и ара;! Анчах  пурнăçне вăрманпа çыхăнтариччен Иван Ананьевич Вăрнарта виçĕ çул районти ОСОАВИАХИМ председателĕнче тимлет, унтан Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта çар ĕçне вĕрентет. Пĕр вăхăтрах хăй пĕлÿ паракансемпе пĕрле парта хушшине ларса, аттестат илет. Çапах та вĕресе тăракан пурнăçра пĕлÿ татах кирлине туйса илет вăл, ăна юридици тытăмĕнче ĕçлесси шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен ĕнерхи фронтовик тĕрлĕрен ултавçăсене, вăрлакансене, икĕ питлĕ çынсене чăтма пултараймасть, пĕтĕм ăнăçлăха вăл тĕрĕслĕхре, пĕртанлăхра курать. Çак çутă шухăш-ĕмĕтпе 1950 çулта Хусанти юристсен шкулĕн кăнтăрлахи уйрăмпе вĕренме кĕрет. Диплом илсен, Вăрнарта, Нурăсра, Элĕкре юрисконсультра ĕçлет. 1964 çулта лесничире нумай çул вăй хунă ашшĕ, Анатолий Ильич, тивĕçлĕ канăва тухать. Вăл ывăлне хăй вырăнне юлма сĕнет. Иван Ананьевич, чăн та, юрисконсультра татах ĕçлес шухăшлăччĕ. Анчах тухтăрсем те вăрманта ĕçлени сывлăхĕшĕн усăллăрах терĕç.

Анчах ашшĕ пекех çирĕп кăмăллă ывăлне «кукăр алăллă» çынсем юратсах каймаççĕ. Пĕррехинче ăна тăваттăн питĕ хытă хĕнеççĕ, апла пулин те Иван Ананьевич юратнă ĕçне пăрахмасть. Çакăн хыççăн çавсемех иккĕмĕш хут тата вирлĕ хĕнесе траншейăна пăрахса хăвараççĕ. Ирсĕрсене тăваттăшне те суд персе пăрахма йышăнать. Çапах та пĕрне, чи кĕçĕннине, Иван Ананьевич шеллет, каçарса, сывă хăварма ыйтать. Çакнашкал хăрушă инкексем пулса иртнĕ хыççăн И.А.Краснов вăрман сукмакĕ çине текех пăшалсăр, пуртăсăр, кинжалсăр тухмасть.

Чăн  пулса иртнĕ пĕр кулăшлăрах самант пирки Иван Ананьевич çапла аса илет:

- Пĕррехинче хăй ирĕксĕрĕпе вăрман касакана ярса тытрăм. Сĕмсĕре намăслантарма шутларăм. Пăшалпа хăрата-хăрата яла илсе çитертĕм. Çÿлелле кĕрĕслеттертĕм те: «Шăлаварна антар!» - тесе кăшкăртăм. Çурма çарамаса ял витĕр уттартăм. Мĕн тетĕр; Мана çакăншăн премипе пĕрле  выговор та туянтарчĕç...

Иван Ананьевич йывăçсем ларттарассишĕн те нумай  вăй хурать. Мăн Явăш -  Вăрнар çулĕ хĕрринчи хальхи лăпсăркка йывăçсем варкăш çиллĕ самантра пĕр-пĕринпе пăшăлтатма пуçласан, Иван Ананьевича аса илнĕн туйăнать.

Иван Ананьевичпа Евгения Кондратьевна,  1949 çулта пĕрлешнĕскерсем, пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Евгения Кондратьевна 38 çул Сăкăтри вăтам шкулта хими тата биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят панă.

Аслă пĕлÿллĕ мăшăр ачисене чăннипех тивĕçлĕ воспитани панă. Аслă ывăлĕ, Валерий, Çĕнĕ Шупашкарта çыхăну техникĕ, Людмила та  кунта фельдшерица, Юрий - врач-терапевт, хăйĕн тĕп ĕçне халăх медицинипе çыхăнтарнă, Альбина Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри тимĕр-бетон завочĕн коллективне ертсе пырать, Петр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Утмăл çул вăрмантан тухма пĕлмен Иван Ананьевич, йывăç-курăк чĕрĕлтĕр, ешертĕр тесе, сахал мар тăрăшнă. Ахальтен мар ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăнпа та унăн сывлăхĕ çĕр çулхи юман пек çирĕп пултăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться
;