Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тахçантанпах пăшăрхантаракан ыйту татăлĕ

Халăхра çирĕпленнĕ тăрăх, Раççейре çын вилеслĕх шайĕ пысăк пулнин пĕр сăлтавĕ - алкоголь. Тĕлĕнмелле те, анчах врачсен  шухăшĕпе, тепĕр чухне ĕçмелли шыв та сывлăха хаяр шĕвекрен кая мар сиен  кÿрет. Пĕр вырăнта, ав, шывра бор е тимĕр виçи нормăран иртет е шыв ытла хытă, тăрăлса пынăçемĕн тĕпне ларать тата ытти те. Ку ытларах чухне çутçанталăк уйрăмлăхĕпе çыхăннă. Тĕрĕслеме  илнĕ шыв пробисенчен микробиологи кăтартăвĕсемпе таса маррисен шучĕ те сахал мар. Кунта вара çутçанталăк çине айăпне йăвантараймăн. Сăлтавĕ - шыв пăрăхĕсем юхăнса пĕтни тата вĕсене пăхса тăракан чăн-чăн  специалистсем çукки, тасатакан сооруженисем юрăхсăра тухни...

Ахальтен мар ĕнтĕ, ку çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе «Чăваш Республикинче 2005-2008 çулсенче халăха ĕçлемелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен» ятарлă тĕллевлĕ программа çирĕплетнĕ. Программа пурнăçа кĕме тытăннăранпа паян кунччен сахал мар пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕ. Чăваш енри ялсенче 300 çухрăм ытла шыв пăрăхĕсен тытăмне, 10 çухрăм  ытла канализаци сечĕсене хута янă, тасатакан сооруженисене çĕнетнĕ. Çавăн пекех шырав тĕллевĕпе вуншар артезиан çăлĕ пăраласа шăтарнă, ятарласа шыв пухма хранилищĕсем тăваççĕ, çав шутра, Вăрнар тăрăхĕнче те - Кĕçĕн Çавал çинче.

Поселокра пурăнакансемшĕн çулсеренех ĕçмелли шыв ыйтăвĕ кăсăкланса пырать. Пĕри те тепри шыв пахалăхĕ начарри, тĕсĕпе те, тутипе те тивĕçтерменни пирки калать. Пысăк çуртсенчи çÿлти хутсенчи хваттерсенче пурăнакансем вара хăйсем патне шыв пачах та  хăпарса çитменни çинчен пăшăрханса пĕлтереççĕ.

Çÿлерех асăннă программăпа пăхнă пулăшу Вăрнар поселокĕнче пурăнакан çынсене таса шывлă пулас шанăç кÿчĕ. Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн «Вăрнар районĕнче 2005 -2008 çулсенче халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси çинчен» муниципалитетăн тĕллевлĕ программине хатĕрленĕ. 2005 çулта, акă, Кĕçĕн Çавал юхан шыв çинче 12,6 миллион кубла метр вырнаçмаллăх шыв хранилищи тума тытăннă. Шыв пăрăхĕсене 110, 24 çухрăм таран хывма планланă.

Пĕтĕмĕшле илсен, кунта шыв хранилищи, шыв тасатакан станци, çĕр айĕнчи водовод пулĕ. Таса шыв поселоксăр пуçне тата районти 38 яла çăмăллăнах çитĕ.

Пĕтĕм ĕçсем вĕçлениччен вăхăт чылай пулин те, кăçал плотинари шыва Вăрнарти хутăш препаратсен заводне яма палăртаççĕ. Çавна май татса памалли ыйту пĕрре кăна мар - кунта вăхăтлăх насус станцине тăвасси те, çĕнĕ системăна куçнă тапхăрта шыв парса тăрассине йĕркелесси те, тата ытти те кĕрет.

Тĕрĕссипе каласан, Кĕçĕн Çавал çинче пысăк пĕве тăвассипе çыхăннă ĕç самантлăха та чарăнса тăмасть. Вăрнар районĕнчи паянхи куна чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ площадкăра строительство мĕнле пынине тĕрĕслесе тăрасси куллен тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса парасси - республикăн тĕрлĕ министерствисенче уйрăм шутра.

Чăнах та, строительсен канма вăхăт çук. Хальхи вăхăтра, сăмах май, объектра çĕр чавакан 12 тата çавăн чухлех пысăк груз турттаракан машинăсем строительство ĕçĕсене хутшăнаççĕ. «Водстрой» ПМК АУО тата «ГЭСстрой» АУО ĕçченĕсен çийĕнчех пурнăçламалли  тĕп тĕллевсенчен - типĕтме çителĕклĕ тăпра хатĕрлесси. Каярахпа ăна плотина кÿлепине тума усă кÿрĕç. Çав вăхăтрах сулахай çыран енĕ валли плотинан хăйăрлă никĕсне хатĕрлессипе те,  шыв илекен узелта та тăрăшсах тимлеççĕ, шыв илекен тăрпасене бетонлама хатĕрленÿ мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Чăваш Енре, ытти регионсемпе танлаштарсан, нефть те, газ та, металсем те çук. Апла пулин те вăл лайăх аталанать. Çĕршывăн вăтам кăтартăвĕсенчен те аванрах тейĕттĕм. Çакна ĕçе лайăх йĕркеленипе тата ăс-тăнпа шутласа тунипе ăнлантармалла. Ку - вĕренмелли ырă тĕслĕх.



"Çĕнтерÿ çуле"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться
;