Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул-йĕр ăстисем хĕлĕн-çăвĕн хĕрÿ ĕçре

«Ялсене, хуласене, регионсене çыхăнтаракан çул-йĕр сечĕ кашни этемĕнех пурнăç çулĕ вырăнĕнче. Мана, иртнĕ çулсенче çул нушине нумай тÿснĕскере, паянхи улшăнусем питех савăнтараççĕ.

Ас тăватăп-ха, пирĕн Мичурин ячĕллĕ колхоза кĕрекен кашни ялтах сĕт-çу фермисем пурччĕ.  1960 çулччен сĕте Вăрнарти сепаратор пунктне лавсемпе  леçетчĕç, каярах - сĕт турттаракан автомобильпе. Анчах та хĕллехи, кĕркуннехи-çуркуннехи вăхăтсенче  вăл чĕр нушах куратчĕ. Çул çук пирки яланах кĕрсе ларатчĕ, çавна пула сĕт йÿçсе кайнă тĕслĕхсем мĕн чухлĕ пулман-ши.  Волонтер, Пĕнер Айкăш, Вăрман Шăхаль, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри тата Пăртас çыннисем район центрне чукун çул тăрăх утатчĕç. Ку нумай чухне инкек патне  илсе çитеретчĕ.

Чăваш ен Президенчĕн автомобиль çулĕсене тăвассипе Раççей шайĕнче ял инфраструктурине  аталантарассипе йышăннă проектсем çак ыйтăва  татса пачĕç. «Вурнарыдорстрой» ĕçченĕсем акă Пăртас ял поселенине кĕрекен асфальт çулпа çыхăнтарма пултарчĕç. Ял çыннисен нумай çул кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Халĕ яка çулсем тăрăх машинăсем пĕр чăрмавсăр вĕçтереççĕ. Тавах, «Вурнарыдорстрой» акционерлă обществăн коллективне»... Николай Синицын ĕç ветеранĕн, хăй вăхăтĕнче ку организацире производство базин заведующийĕнче тимленĕскерĕн, паян çул-йĕр ĕçченĕсен ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсемшĕн мăнаçланмалли пур.

Акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă обществи вара çĕнĕ çула ÿсĕмпе кĕтсе илчĕ кăна мар, унта юбилейлă датăпа  хăюллăн кĕчĕ. 84 çынна пĕрлештерекен  коллектив çак кунсенче организацин 20 çулхи  юбилейне паллă тăвать.

1988 çулта Çĕмĕрлери ДПМК никĕсĕ çинче Вăрнарта туса хунă çул-йĕр строительствин участокĕ  хăйĕн хăватне çулсерен ÿстерсе пынă. 1989 çултанпа «Вурнарская» ДПМК , 1998 çултанпа - акционерсен «Вурнарыдорстрой» обществи. Ячĕсем улшăннă пулин те, предприяти хăйĕн  тивĕçне ялан чыслăн пурнăçланă.

Паян Иван Николаевич Куликов ертсе пыракан «Вурнарыдорстрой» общество - районăн, республикăн çул-йĕр хуçалăхне малалла туртакан локомотив шутĕнче. Çулсерен пĕлтерĕшлĕ тендер конкурсĕнче çĕнтерсе пысăк объектсем хута ярать вăл. Пуçлăхпа коллектив хушшинче çирĕпленнĕ ăнланулăх, ĕçе пĕлсе йĕркелени, пĕр тĕвве çыхăнса ĕçлени пулăшать те ĕнтĕ организацие малалла ÿсĕмлĕн талпăнма.

Предприяти ĕç калăпăшне хăвăртлатма майсем те çителĕклĕ: асфальтпа бетон завочĕ пĕр сменăра 250 тонна таран асфальт хатĕрлеме пултарать, строительство материалĕсем уйрăм складсенче упранаççĕ, хăйăра çĕршер тонна  хăйĕн карьерĕнче кăлараççĕ.

«Вурнарыдорстрой» çĕнĕ çулсем хывать çеç мар, республика пĕлтерĕшлĕ, муниципаллă автоçулсене те тытса тăрать.

Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарсан, 2007 çулта «Вурнарыдорстрой» ĕçченĕсем 129,2 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, 13 километр çĕнĕ çул туса хута янă, вăл шутра «Вăрнар - Упи - Красноармейски - Кушик», «Çĕн Сăръел - Услантăр Енĕш», «Пăртас - Волонтер», «Вăрнар - Çĕн Мĕлĕш - Çавалкас Хирпуç», «Калинино - Патăръел - Елчĕк -Упнер», «Мăн Элмен - Кивçурт Мăрат» пĕлтерĕшлĕ автоçулсем.

Кĕркунне ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă май, Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров «Вурнарыдорстрой» ĕçченĕсене пахалăхлă ĕçшĕн,  ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçре сумлă тÿпе хывнăшăн тав тунăччĕ. Шăпах ун чухне республика ертÿçи асăннă предприяти çĕкленĕ «Мăн Элмен - Кивçурт Мăрат»  тата «Çĕн Сăрьел - Услантăр Енĕш» çулсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннăччĕ.

Калас пулать, «Вурнарыдорстрой» обществăн кăçал пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Халĕ строительсем Пĕнер Айкăш - Вăрман Шăхаль (5,7 километр) тата Кĕперлĕ Кÿлхĕрри (1,140 километр) çулсен  объекчĕсенче тăрăшаççĕ. Ку çулсем пĕтĕмпе 51 миллион тенкĕне кайса лараççĕ.

Республика шайĕнче иртекен конкурссем, паллах, вĕсен ĕç калăпăшне татах ÿстерчĕç. Халĕ çул-йĕр бригадисем вĕт чул, хăйăр  хатĕрлессипе чунтан тимлеççĕ.

Каларăм ĕнтĕ, организацин ÿсĕмĕ чи малтанах пуçлăхăн пуçарăвĕнчен, ĕçе çÿллĕ шайра йĕркеленинчен килет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Иван Николаевич Куликов коллектив ĕçĕпе кăмăллă. Ун йышĕнче паян çамрăксем те сахал мар. Пуян опытлă специалистсем вĕсене вĕрентсе, ăс парса пыраççĕ. Инженерпа  техника службин тĕп инженерĕ Г.Д. Вазанов, производствăпа план уйрăмĕн инженерĕ Ю.М.Ермолаева, В.Н. Ефремов тĕп механик, асфальтпа бетон завочĕн ертÿçи Д.Н.Сивкин, кадрсемпе ĕçлекен инженер Е.П.Харитонова, механизаци отрячĕн инженерĕ В.М.Тимофеев, З.М.Степанова бухгалтер Н.И.Николаев автокрановщик тата ыттисем чăнахах та ырă ята тивĕç.

«Вурнарыдорстрой» ĕçченĕсене обществăна йĕркеленĕренпе 20 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр, малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;