Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç опычĕпе паллашатпăр

Районти шкулсенче вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси юлашки çулсенче анлă сарăлса пырать. Информатика предметне ертсе пыракансем анчахрах Çĕрпелти вăтам шкула пуçтарăнчĕç.  Информатика учителĕ Т.Н. Миронова 8-мĕш класра вĕренекенсемпе уçă урок ирттерчĕ. Урок тĕлĕнмелле  пысăк ăсталăхпа иртрĕ. Традицие кĕмен эстафета-урок пурне  те килĕшрĕ. Ачасем информатика предметне юратса вĕренни тÿрех курăнчĕ. Çак предмета кăçалтан кăна ăса хываççĕ пулин те вĕсем тĕрлĕ  редакторсемпе ăста ĕçлеççĕ. Урок пĕтнĕ хыççăн та калаçу вăраха тăсăлчĕ. Информатиксем урока пысăка хурса хакларĕç, çакăн пек интереслĕ уроксем  ирттерни ачасен тавракурăмне ÿстернине палăртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;