Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

АШШĔ-АМĂШĔН ЯТНЕ ЯМАÇÇĔ

Зоя Леонидовнапа Геннадий Веняминович Афанасьевсем - Кивçурт Мăратри чи ятлă-сумлă çынсем. Çемье пуçне илес-тĕк, канăçа пĕлмесĕр вĕçĕмех ял халăхĕн, ку тăрăхра пурăнакансен  ырлăхĕшĕн хыпса çунать. Хăй вăхăтĕнче районти чи пысăк хуçалăха кĕнĕ ялсене çутçанталăк газĕ илсе çитерес ыйтупа ăçта кăна çитме  тивмен-ши, кампа кăна калаçма тÿр килмен-ши ăна; Çакăншăн  тÿрремĕнех яваплă пуçлăхсем  ĕç кăларайманнине те пурнăçлама пултарнă Геннадий Веняминович. Пĕлтĕр Кивçурт Мăрата аслă  çулпа çыхăнтарнă мăнаçлă кĕпере туса хута ярас ĕçре те унăн тÿпи пысăк. Г.Афанасьев ялти культура çуртне ăнăçлă ертсе пырать. Мăшăрĕ, Зоя Леонидовна, Перекет банкĕн филиалĕн Ярмушкари уйрăмĕнче учетчик-кассирта ĕçлет. Халăх хушшинче ырă ятра.

Афанасьевсен ачисем те - икĕ ывăлпа хĕр - ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен, ăслă-тăнлă, сăпай, пултаруллă. Вĕсем  шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренчĕç, спорт ăмăртăвĕсенче те яланах мала тухатчĕç. Сергей Чăваш ял хуçалăх академине вĕçленĕ хыççăн Шупашкарта коммерци енĕпе ăнăçлă ĕçлет, фирма директорĕ. Леонид та çак академире пĕлÿ илчĕ. Халĕ - аспирант.

Олеся пирки тĕплĕнрех каламалла. Ярмушкари вăтам шкулта питĕ çăмăллăн вĕренчĕ, «пиллĕк» паллăсем кăна илчĕ. Вăл  чăваш тата вырăс чĕлхисемпе литературисене, математикăна, акăлчан чĕлхине ытларах килĕштернĕ. Вăтам шкултан кĕмĕл медальпе тухрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне Олеся тĕрлĕ предметпа районта тата республикăра ирттерекен олимпиадăсенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ. Обществăлла ĕçе те, спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăннă. Халĕ Олеся Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн экономика факультечĕн 4-мĕш курсĕнче вĕренет. Çав вăхăтрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют  чĕлхесен факультечĕн каçхи уйрăмĕнче те  пĕлÿ пухать, кунтан  кăçал вĕренсе тухать.

Олеся академире А.Павлов профессор ертсе пыракан экономика секцине пĕрремĕш курсран çÿрет. Çавна май çуллен наукăпа практика  конференцийĕсене хутшăнать, чаплă  ĕçсемшĕн дипломсемпе хавхалантарнă. Пĕлтĕр пирĕн ентеш Раççей ял хуçалăх банкĕн стипендине  тивĕçнĕччĕ. Иртнĕ уйăхра  Олеся Афанасьева студентка Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиатки пулса тăчĕ. Ăшшăн саламласа ăнăçусем сунатпăр ăна.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;