Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Дмитрий Медведев 75 процент сасă пухма пултарать

Халăх шухăшлавĕн Пĕтĕм Раççейри центрĕн прогнозĕ тăрăх, 2008 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче пулакан Раççей Президенчĕн суйлавĕнче Дмитрий Медведев суйлавçăсен сассин 75 процентне пухма пултарать. Çавăн пирки февралĕн 11-мĕшĕнче ВЦИОМ руководителĕ Валерий Федоров РИА-Новостин пресс-конференцийĕнче пĕлтернĕ.

ЛДПР лидерĕ Владимир Жириновский тата КПРФ руководителĕ ыйтăм тăрăх 11 тата 12 процентшар сасă пухĕç. Тăваттăмĕш кандидат - Демократи партийĕн лидерĕ Андрей Богданов суйлавçăсен 1 процент сассине илме пултарать.

ВЦИОМ прогнозĕпе суйлава халăхăн 70 проценчĕ хутшăнмалла, палăртнă Валерий Федоров.

ВЦИОМ прогнозĕсене эрнесерен ирттерекен ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх йĕркелеççĕ. Вĕсенче 1,6 пин респондент хутшăнать



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;