Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЕНТЕШ - ГЕРОЯ ХАЛАЛЛАСА

Мăн Явăшри вăтам  шкулта çамрăк ăрăва çĕршывăн сыхă та  шанчăклă хÿтĕлевçисем пулма вĕрентсе хатĕрлес енĕпе  нумай вăй хураççĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе кунта халĕ уйăхлăх пырать.

Кашни кунах уроксем хыççăн спорт залне вăйлисемпе хăюллисем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Анчахрах хăйсен ентешне - Совет Союзĕн Геройне  Федор Иванович Ашмарова - халалласа аслă классенче  вĕренекенсем волейбол турнирĕнче тупăшрĕç. Хальхинче 9-мĕшпе 11-мĕш классенчи командăсем ăнăçлăрах вылярĕç. Уйрăм спортсменсене илсен, В.Павлов, С.Самаров, А.Прокопьев, Т.Максимова, Н.Федорова, Э.Иванова палăрчĕç.

Çитес кунсенче пневматикăлла пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту иртмелле. Кунсăр пуçне уйăхлăхра   вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пĕлнине, кăткăс лару-тăрура васкавлă медицина пулăшăвĕ пама пултарнине кăтартĕç. Çавăн пекех  çарпа патриотизм темипе çырнă юрăсен конкурсĕ иртмелле.

Пур класра та йĕлтĕрпе чупса ăмăртĕç, чи вăйлисем Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче финалта вăй виçĕç.

Ачасене патриотизмла воспитани парас, вĕсене çирĕп сывлăхлă çитĕнме пулăшас  ĕçре физкультура учителĕ Алексей Анатольевич Степанов ырă тĕслĕх кăтартать.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;