Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КЛАСС ЕРТŸÇИСЕМ ТУПĂШАÇÇĔ

Районти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Самый классный - 2008» конкурсăн районти тапхăрĕ иртнĕ. Тăватă ушкăнра харпăр-хăй ĕçĕпе 55 класс ертÿçи тупăшнă. Вĕсен ентешĕсем умĕнче ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлес программăпа презентацилеме тивнĕ.

Ушкăнсенчен финала çак учительсем тухнă: кĕçĕн классем - В.В.Рыжова (Пăртас), Н.В. Бурмистрова (1-мĕш шкул), О.Н.Сандомирова (2-мĕш шкул), С.В.Фомина (Мăн Явăш), вăтам звено - А.Г.Скворцова (2-мĕш шкул), С.И.Истолина (Кăмаш), Т.А. Иванова (Хапăс), Е.Ф.Васильева (Çĕрпел), аслă звено - О.П.Верендеева (Аçăмçырми), Л.Л.Сидорова (Кĕçĕн Кипек), И.А.Миронов (Çĕрпел), Н.Н.Афанасьева (1-мĕш шкул), 25 çулчченхи класс ертÿçисем - С.И.Афанасьева (Аçăмçырми), Е.В.Трофимова (Хапăс). Вăл февралĕн 19-мĕшĕнче иртет.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;