Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патшалăх пулăшăвĕ шанчăк кÿрет

Раççей Президенчĕ В.Путин:

«Белгород облаçĕ, Чăваш ен, паллах, нацпроектсемпе ĕçлес енĕпе - лидерсем. Чи кирли, чи пĕлтерĕшли - шăпах çакăнта нацпроектсене хăйсен регион шайĕнчи программисемпе  пĕтĕçтерсе отрасльсенчи анлă улшăнусене çул пама тытăннă».

«АПК аталанăвĕ» наци проектне виçĕ тĕп çул-йĕрпе - выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрт аталантарассипе, пĕчĕк формăллă хуçалăхсене хавхалантарассипе, ялти çамрăк специалистсене (çемьесене) хăтлă хваттерпе тивĕçтерессипе - пурнăçа кĕртеççĕ. Малалла РФ Правительстви хатĕрленĕ «2008 - 2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцин, чĕр таварпа апат-çимĕçĕн рынокĕсене йĕркелесе тăрасси çинчен» пиллĕк çуллăх программа çак нацпроектăн тăсăмĕ пулать. Ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 5 çулта 550 млрд. тенкĕ ытла уйăрĕç.

Патшалăхăн приоритетлă программипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыни паха «çимĕçсем» парать. Вăрнар район экономикин чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен пĕри - агропромышленность комплексĕ - мĕнле аталанса пыни çинчен район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ С.Павлов каласа парать.

- Сергей Владимирович, «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе ĕçлеме тытăннăранпа ял хуçалăх предприятийĕсенче мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç;

- Юлашки икĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн РФ Ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев Чăваш ен «АПК аталанăвĕ» нацпроекта пурнăçа кĕртессипе лидерсен шутĕнче пулнине палăртнă. Паллах, республика агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре Вăрнар районĕ пысăк тÿпе хывать. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Кольцовкăпа» «Родник» агрофирмăсем, «Броневик», «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсем наци проектне хутшăнса икĕ çулта 120 миллион тенкĕллĕх çăмăллăхлă кредита тивĕçрĕç. Калас пулать, «Родник», «Кольцовка» агрофирмăсем, аш-какай комбиначĕ бизнес-план хатĕрлесе икĕ хутчен кивçен укçа илнĕ. Асăннă çичĕ хуçалăх вите-фермăсене реконструкцилерĕ, сĕт пăрăхĕсене хута ячĕ, ĕне сумалли залсене вырнаçтарчĕ, выльăх апатне валеçмелли техника туянчĕ. Чăн та, аталану çулĕпе  пыма тăрăшакан хуçалăхсенче çынсене ĕçлеме лайăх условийĕсем туса парассипе хытах тимлеççĕ. Çавна май ÿсĕм-çитĕнÿсем те курăмлă. Акă пĕлтĕр «Родник» агрофирма аш туса илессине малтанхи çулхинчен 84 процент, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ - 52, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив 16 процент ÿстернĕ. Сĕт - тупăш паракан продукци. Ĕнесен ăратлăхне лайăхлатассипе тăрăшуллă тимленĕрен, вĕсен хисепне пысăклатнăран аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 2007 çулта сĕт 94 процент, «Кольцовка» агрофирма 78, «Броневик» кооператив 26, Карл Маркс  ячĕллĕ хуçалăх 11 процент ытларах туса илнĕ. Районĕпе те кăтартусем лайăх: аш-пăш, сĕт туса илесси иртнĕ çулхи вун икĕ уйăхра 21 тата 11 процент ÿснĕ. Район агропромышленность комплексне аталантарма пĕлтĕр 36 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне  уйăрнă. Çав суммăна çăмăллăх кредичĕсен процент виçисене субсидилеме, элита вăрлăхсене ĕрчетме, хими препарачĕсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянма, çĕр пулăхне, выльăхсен  ăратлăхне лайăхлатма тата ытти ĕçсене пурнăçлама янă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе уйрăм çынсем тăрăшуллă, пуçаруллă ĕçленине палăртмалла. Вĕсем килти хушма хуçалăхсене аталантарма «Россельхозбанкăн» тата Раççей Перекет банкĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕсенчен виçĕмçул 102 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ пулсан пĕлтĕр - 108 миллион тенкĕлĕх. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнин усси пурах. Килти хушма хуçалăха тытакансем акă аш 13 процент, сĕт 4 процент ытларах туса илнĕ. Каламалла, хресчене харпăр хăйĕн продукцие вырнаçтарма пĕрре те çăмăл  мар. Çав тĕллевпе ĕнтĕ районта 13 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркеленĕ. Тăваттăшĕ - кредит параканнисем, ыттисем - тавар сутма тата урăх енчен пулăшаканнисем. Кульцав ял тăрăхĕнчи «Молочник» тата Ершепуçĕнчи «Молпродсервис»  кооперативсем халăхран сĕт пуçтарассипе тимленĕ май сĕт тасатса сивĕтмелли оборудование патшалăхран арендăна илнĕ.

- Ял хуçалăх предприятийĕсенче кадрсем çитменни пирки калаçнине час-часах илтме пулать. Çак кăткăс ыйтăва татса парассипе районта мĕнле ĕçлеççĕ;

- Хăш-пĕр хуçалăх предприятийĕсенче чăнах та специалистсем çитменни çитĕнÿсем тума чăрмантарать. Ара алла диплом илнĕ чылай яш-кĕрĕмпе хĕр упраç та  хуларах юлма тăрăшаççĕ-çке. Тепĕр тесен ял хуçалăхне аталанма майсем туса памасан, пултаруллă çамрăксене яла илĕртмесен хула çынни пĕр кун та пулин пурăнĕ-ши;! Кам ăна ашпа, сĕт-çупа, пахча çимĕçпе тивĕçтерĕ; Сăмах çук, çамрăксем - ялăн, хуçалăхăн тĕрекĕпе пуласлăхĕ. Патшалăх вĕсене ялтах тĕпленме пулăшассине, çавăн пекех кунта  пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрать. Наци проекчĕн виççĕмĕш енĕ шăпах та - ялта пурăнакан çамрăк специалистсене (çемьесене) хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Çамрăк специалист ял хуçалăх производствинче 5 çултан кая мар ĕçлеме килĕшÿ турĕ пулсан патшалăх çурт-йĕр çавăрма укçа-тенкĕ уйăрса парать, çав суммăн 70 процентне каялла тавăрас çук. Кун пек çăмăллăха 2007 çулта 12 çамрăк специалист (çемье) тивĕçнĕ. Вĕсем валли 4 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Патшалăх  пулăшăвне ялта пурăнакан 17 граждан та илнĕ. Субсидин вăтам виçи - 72 пин тенке яхăн. Тата çакăн пирки те асилтерес килет. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлени те, пысăк тухăçлă техникăпа усă  курни те кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшать. Сăмахран, выльăх апачĕ валеçмелли оборудовани пуртан фермăсенче вăй хуракансем сахалрах кирлĕ. «Родникпа» «Кольцовка» агрофирмăсенчи сĕт-çу фермисенче ĕне сумалли залсем вырнаçтарнăран икĕ доярка 100-150 пуç ĕне сăвать.

- Вăхăт хăвăрт шăвать. Кĕç ака-суха ĕçĕсем пуçланĕç, трактористсем уя тухĕç...

- Çуракие кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен халех пикенсе ĕçлемелле. Çĕр пулăхне  ÿстерме, кĕрхи культурăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарма «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Мураты» кооперативсем, «Санары» агрофирма, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ пурĕ 1986,9 тонна минерал удобренийĕ туяннă. Пысăк тухăç илме ĕмĕтленекен хуçалăхсем - «Санары», «Агрохмель», «Вурнарская», «Мураты», «Знамя», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» - акмалли вăрлăха 100 проценчĕпех кондицие лартнă. Районĕпе илсен пÿлмесенче  паха тырă - 78 процент. Кăçал тыр-пула пĕлтĕрхинчен ытларах пухса кĕртес шанчăк пур, мĕншĕн тесен иртнĕ çул кĕрхи культурăсен лаптăкне икĕ хут ÿстернĕ. Уй-хир карапĕсен кĕр тыррисене 5312 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Çуртрисене 8417 гектар акма палăртнă. Çурхи ĕçсене пурнăçлама хальлĕхе хуçалăхсенче 108 тонна дизель топливи ( кирлинчен 24 процент), 30 тонна  бензин (27,4 процент) туяннă. Мехпарксенче ял хуçалăх техникине çуракине хатĕрлеççĕ. Çак вăхăта  190 трактор, груз турттаракан 66 автомашина, 100 культиватор, 84 плуг, 81 сеялка юсавлă. Техникăна ял хуçалăх «чĕри» теççĕ. Вăл пĕр тикĕс ĕçлесен кăна ял хуçалăх культурисене кĕске вăхăтра акса-лартса пĕтерме пулĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;