Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ТИВĔÇТЕРŸСЕНЕ - ÇŸЛЛĔРЕХ ШАЯ

Поселенисем хушшинчи районти тĕп библиотека паян мĕнпур ăру çыннишĕн чи çывăх тус. Кунта кĕнеке вулама çеç мар, кирлĕ информаци тупма пĕтĕм майсем çителĕклĕ. Абонемент уйрăмĕ те, вулав  залĕ те вулакансене хапăлласа йышăнаççĕ.

Паянхи куна библиотека тусĕсем 5472-е  çитнĕ. Вĕсене культурăпа искусство тĕнчипе  çывăхлатма 54 пин ытлаллă кĕнеке фончĕ, CD-ROM-семпе  видеофильмсем, электронлă ресурссемпе периодика изданийĕсем пулăшаççĕ. Библиотека ĕçченĕсем клиентсене ытларах та ытларах явăçтарас тĕлĕшпе массăллă мероприятисем  чылай йĕркелеççĕ.

Вулакансем библиотека тивĕçтерĕвĕсемпе кăмăллă-и; Çакна пĕлес  тĕллевпе кунта  «Сирĕн шухăшăр, вулакан» социологи тĕпчевне старт панă. Февралĕн 19-мĕшĕччен абонентсем  анкетăри ыйтусене хуравласа библиотека ĕç-хĕлне туллин хаклама пултарĕç.  Ку харăсах икĕ ырă ĕçе пурнăçлĕ: кĕнеке тусĕсен шухăш-кăмăлне уçма тата библиотека тивĕçтерĕвĕсене çÿллĕрех, паянхи пурнăç шайне çĕклеме май парĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;