Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВĂРНАРСЕМ ТЕ СТАРТА ТУХРĔÇ

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă спорт ăмăртăвĕ кăçал Чăваш енре тăваттăмĕш хут иртрĕ. Старта кăçал та сывă пурнăç йĕркин пин-пин çынни тухрĕ. Пĕтĕмĕшле цифра 25 пин ытла.

Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва республика пуçлăхĕ Николай Федоров уçнă, пĕрремĕш чупăва старт панă.

Раççей йĕлтĕр йĕрне кăçал Вăрнар районĕн 155 йĕлтĕрçи хутшăннă. Вĕсем - Калининăри, Ярмушкари, Хапăсри, Аçăмçырминчи шкулсенче, вĕренекенсен ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем, спорт вĕтеранĕсем.

3 километрлă дистанцире ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Сергей Политов лайăх результат кăтартнă, финиша çиччĕмĕш çитнĕ. 5 километрта Дима Герасимов, 10 километрта Галина Павловапа Эльвира Чугунова хăвăртлăхпа палăрнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;