Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăхăтра пулăшрĕç

Ĕç ветеранĕ В.Алексеева юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшанине пула кил умĕнчи вуттине пуçтарса кĕртейменччĕ. Шупашкартан килнĕ ывăлĕпе кинĕ, пускилсем - Н.Фадеевпа Г.Журавлев - икĕ машина вутта  пĕр кунтах татса кил хушшине купаласа хучĕç.

Мăн Явăшри пĕрер çухрăма тăсăлакан çичĕ урамра çакнашкал нимесем çине-çинех пулса иртрĕç. Ватăсем  хăйсене пулăшу кÿрекенсене чĕререн тав тăваççĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕн пирвайхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе ял поселенийĕн пуçлăхĕ çапла хуравларĕ:

- Иртнĕ вăрçă ветеранĕсем, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем тата инвалидсем ял поселенийĕнче тăватçĕре яхăн шутланаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе куллен ĕçлетпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, районти социаллă пулăшу пайĕ урлă  М.Золотова, И.Антонова, Р.Снегирева, И.Алексеев ватăсене укçан пулăшу парса пулăшрăмăр. Килти хушма  хуçалăха ура çине тăратма 28 çын 4 миллион тенкĕ ытла патшалăх урлă çăмăллатнă кредит илчĕ. Эпир  малашне те ĕç çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерессине  лайăхлатсах пырăпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться
;