Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ варкăш тапхăрĕнче

«Мураты»  ял  хуçалăх   кооперативĕ    йĕркеленнĕренпе вăхăт нумаях иртмен-ха. Çĕнĕ хуçалăх  кĕске вăхăтрах самай тĕрекленсе  вăй  илчĕ, тыр-пул т ата  çĕр  улми  туса илессипе  районта  малта  пыракан  ял х уçалăх  предприятийĕсен ретне тăчĕ. Пĕлтĕрхи  ÿсĕмсемшĕн хуçалăх ертÿçине Г.Спиридонова район администрацийĕ Хисеп грамоти тата хаклă парне парса чыс   турĕ.    Ятлă - сумлă     хуçалăх    кăçал    тата    пысăкрах ÿсĕмсемшĕн   кĕрешет.

 

Пысăк колхозсемпе совхозсем арканса юхăнма тытăнсан, вĕсенчен пĕчĕк хуçалăхсем йĕркелеме пуçăнсан, чи малтан çăкаллă-явăшсем Ульянов ячĕллĕ колхозран уйрăлса тухрĕç, «Мураты» ятлă ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелерĕç.

Тĕп килтен уйрăлса тухакана яланах йывăр килет. Çăкаллă-явăшсене, пур-çук вăйне пухса, йăлтах çĕнĕрен туянма, киввисене çĕнетсе юсама, тĕрĕсрех каласан, иртнĕ йăнăшсене тÿрлетме тиврĕ.

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенешкел, çĕнĕ хуçалăх пирвайхи çулах тыр-пул тата çĕр улми туса илессипе районта ÿсĕмлĕрех, тупăшлăрах ĕçлеме пуçларĕ. Унăн чи паха енĕ - ял хуçалăх продукчĕсене çийĕнчех сутса тупăш ытларах илнинче, ял çыннисене  кашни уйăхрах ĕç укçине вăхăтра тÿлесе тăнинче. Укçа-тенкĕ енчен илсен, патшалăх умĕнче парăмсем  пачах çук. Хуçалăх пур йышши налуксене те вăхăтра тÿлесе тăрать, тăкаксене хăех саплаштарса пырать. Кооперативăн тыр-пул акса тумалли çĕрсен лаптăкĕ пысăках мар - 513 гектар кăна. Çапах та кунти çĕр ĕçченĕсем уй-хир пуянлăхне алла илме çирĕп хăнăхса çитрĕç. Хуçалăх ертÿçин çумĕ Алексей Петрович Спиридонов хăйĕн ĕç меслечĕсемпе  хаваспах паллаштарчĕ.

- Çĕр ĕç культурине çулсерен лайăхлатса пыратпăр, тыр-пул тата çĕр улми туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологипе усă куратпăр, пысăк тухăç паракан сортсене кăна акса тăватпăр, минераллă удобренисене ытларах хыватпăр. Çĕре ачана пăхнă пек юратса тăрсан, паллах, вăл хăйĕн пуянлăхне каялла тавăрса паратех, çимĕçĕпе савăнтаратех. Пĕлтĕрхи хăш-пĕр цифрăсене илсе кăтартам-ха. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 327 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. Кĕрхи тырăсене 170 гектар çинчен вырса çапрăмăр. Гектар тухăçĕ 25 центнертан иртрĕ. Çĕр улми тухăçĕ те начар мар. Ăна, 130 гектар çине лартнăскерне, кашни гектартан 250 центнер ытла пухса кĕртрĕмĕр. Кăçалхи тĕллевсем тата пысăкрах, - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне Алексей Петрович.

Техникăсăр ял хуçалăхне малалла аталантарма çук. Пĕлтĕр çеç техника паркне çĕр улми кăларса пуçтармалли «Гримме» тата тыр-пул пухса кĕртмелли «Дон-1500» йышши комбайнсем хутшăнчĕç.

Механизаторсем «хурçă утсен» ĕмĕрне тăсма, вĕсене ялан лайăх пăхса усрама тăрăшаççĕ. Тĕпрен илсен, плугсемпе сÿресем, культиваторсемпе сеялкăсем çур акине хатĕр. Гусеницăллă тата урапаллă тракторсен кивелнĕ пайĕсене вырăнтах улăштарса çĕнетеççĕ.

Çĕр-аннемĕре вăхăтра, лайăх пăхса-сиплесе тăракансене ял-йыш ырăпа асăнать, сума сăвать. Астăватăп-ха, иртнĕ çулхи çур акинче Г.Михайлов, В.Волков, М.Владимиров, П.Краснов механизаторсем ырă енĕпе палăрнăччĕ. Тырă, вăрлăх турттарнă чухне О.Петров, А.Федоров, С.Петров водительсем те пысăк тăрăшулăх кăтартнăччĕ. Сумлă трактористсемпе шоферсем кăçалхи çур акине те тĕплĕн хатĕрленеççĕ, иртнĕ çулхи пекех малта пыма шантараççĕ.

Пуш уйăхĕ çывхарса килнĕ май, пĕтĕм тавралăх çурхи сăн ытамне кĕрсе пырать. Ял ĕçченĕсем çуркунне çывхарса килнишĕн шикленмеççĕ, мĕншĕн тесен ака-суха ĕçĕсене хутшăнма пур енчен те хатĕр вĕсем.

Хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе ĕçлеме те тĕллев тытрĕ. Ăна хăвăртрах пурнăçа кĕртес тесе çăкаллă-явăшсем иртнĕ çулта патшалăхран 5 миллион та 200 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илчĕç. Вĕсем унпа Уйкас Явăшра  çĕнĕрен сĕт-çу ферми тăваççĕ. Проектпа пăхнă тăрăх, витери мĕн пур ĕçе механизацилесе çитереççĕ, йăлтах çĕнĕ оборудованисем вырнаçтараççĕ. Ĕнесене сăвасси конвейер меслечĕпе пулса пырĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне промышленность никĕсĕ çинче аталантармалли наци проектне тĕпе хурса, çĕнĕ витене кăçалах хута яраççĕ. Çăкаллă-явăшсем, çĕнĕ тапхăр варкăшне хăвăрт хăнăхса пыраканскерсем, выльăх-чĕрлĕх йышĕпе унăн продуктивлăхне ÿстерес енĕпе те сулмаклă утăмсем тăвĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;