Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçленĕ пирки суйлава хутшăнаймасан

Саккунпа килĕшÿллĕн, сасăлав вырăнти вăхăтпа 08.00- 20.00 сехетсенче иртет. Çак вăхăтра ĕçлекен граждансене (сменăпа ĕçлекен предприятисенче, вахта мелĕпе) тивĕçне пурнăçлама услови туса парас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен суйлав комиссийĕсен йышăнăвĕпе участоксене палăртнă вăхăтран икĕ сехет маларах уçма юрать. Анчах Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссине çакăн çинчен маларах пĕлтермелле.

Çавăн пекех суйлав кунĕнче пурăнакан вырăнта пулма май килменшĕн пăшăрханса ан ÿкĕр. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен участок комиссийĕсенчен çирĕплетекен удостоверени илме, унпа пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче хăвăршăн меллĕ кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлама пултаратăр. Удостоверенисене суйлавçă сăлтавне кăтартса çырнă заявлени тăрăх параççĕ. Çавăн пекех ăна  нотариус çирĕплетнĕдоверенноçпа тата суйлавçă ыйтса çырнипе унăн представителĕ илме пултарать. Доверенноçа çавăн пекех сиплев-профилактика стационар ( суйлавçă çак вăхăтра унта  сипленет пулсан), айăпланакан е преступлени тума пултарнăшăн арестленĕ çын ларакан учрежденисен администрацийĕсем çирĕплетме пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;