Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçата юратса вулатăп

Район хаçатне - «Çĕнтерÿ çулне» - нумай çул çырăнса илетĕп, мĕн ачаранах юратса вулатăп. Ĕлĕкрех ялсенче хутла пĕлекенсем сахалччĕ. Эпĕ, кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех, хаçатра мĕн çырнине асаннепе асаттене, кÿршĕри кинемейсене вуласа параттăм. Вĕсем вара çав тери савăнатчĕç. Хăш-пĕр статьясене темиçе хут та вуласа пама ыйтатчĕç. Ватă çынсем мана тимлĕн итлени, вĕсен хаваслă сăн-сăпачĕ халĕ те куç умĕнчех.

Район хаçачĕн содержанийĕ халĕ тата пуянрах. Эпĕ редакцире вăй хуракансене ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;