Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йывăрлăхран хăрамалла мар

Пурăнакан пурнăçра çын тем те курать, тем те чăтса ирттерет. Ватлăх кунĕсенче куç умне пурте тухса тăраççĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăйпитти çынсем çитменрен уйри тыр-пула пуçтарса кĕртес ĕç тăсăлса каятчĕ. Апла пулин те уй-хир ылтăнĕ юр айне пулман. «Трудовик» колхозра вăй хуракансем  ырми-канми ĕçлесе - çурлапа вырсах - тыр-пула капансене хывнă. Вĕсене шăшисем хытă тапăннине кура хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче тырра «БДО-3» молотилкăпа ватăсемпе ачасем çапса илнĕ. Маттуртарах кĕлеткеллисем вăрман каснă, окоп чавнă çĕрте пулнă. Молотилкăна нефть двигателĕпе ĕçлеттернĕ. Тырра сортировкăпа тасатнă. Калас пулать, 40 градуслă сивĕре тырă лайăх çапăннă тата тасалнă. Ыраша вара çурхи уй ĕçĕсем вĕçленсен кăна çапнă. Ăна тасатнă хыççăн кĕлете кĕртмен, тÿрех патшалăха сутнă. Хуçалăхра вара вăрлăхлăх кăна хăварнă. Чи тĕленмелли акă мĕн. Ыраш капанра аван упраннă. Ырă шăршăллăскер йĕтем çинче тимлекенсене хавхалантарнă, вăй панă. Çавăнтах пурин те пĕр шухăш пулнă: «Кашни ĕç кунĕ пуçне пĕр 100 грамм тырă та пулин валеçсе парĕç-ши;» Анчах çакă вăл ĕмĕт çеç пулнă. Вăхăчĕ тăнăçлă мар-çке. Ав Гитлер «йыттисем» Сталинград çывăхĕнче. Унта хаяр вăрçă пырать. Çĕршыв калама çук пысăк хăрушлăхра...

Юнлă çапăçу хирне эпир, 15-16 çулхи яшсем, малтан атте-пиччесене, кÿршĕ-арша, тăван-пĕтене купăспа е балалайкăпа ăсатрăмăр. Музыка инструменчĕсен асамлă сасси пулас фронтовиксене вăй панă, йывăр кăмăл-туйăма çемçетнĕ. Вĕсене ăсатнă хыççăн ял çыннисем уя васканă.

Сталинград патĕнчи вăрçă пурне те шухăшлаттарнă, тылра та çĕрĕн-кунĕн канăç пулман. Кĕç пире те салтака кайма черет çитрĕ. Вăрнарти чукун çул вокзалĕнчен 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче ăсатрĕç.

Вăхăт çитсен Ока шывĕ хĕрринчи Александровская Слободара пире салтак пурнăçĕпе паллаштарчĕç, вĕрентрĕç. Унтан Дрезна хулинчи полк шкулне ячĕç. Вĕренÿ вĕçленсен авăн уйăхĕнче, мунча кĕнĕ хыççăн, çĕнĕ тум парса вăрçă хирне илсе кайрĕç. Çул çинче пин-пин гектар çĕр сухаланманни-акăнманни, çум курăк айĕнче выртни, фашистсем ялсене, хуласене тĕпрен аркатни çамрăк салтаксен чĕрине хытах  ыраттарнă.

Фашистсем анăçалла чаксах пычĕç, анчах тепĕр йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр. Кунĕн-çĕрĕн Тăван Çĕршыва ирĕке кăларассишĕн тăшмансемпе çапăçса ывăннă салтаксем çине вăрă-хурахсем (бендеревецсем) тапăнса нумай сиен кÿчĕç, çухатусем тÿсме тиврĕ. Вăрăсем Пĕрремĕш Украина фрончĕн командующине Н.Ватутин генерала вилмеллех амантнă. Бендеревецсем кашни ялта тенĕ пекех пулнă. Çынсен килĕсене тустарнă, çаратнă, нимĕн те хăварман. Юлашкинчен çуртсене чĕртсе çунтарса тĕп тунă. Вут-çулăмран хăтăлма пикенекенсене пере-пере пăрахнă, ватăсене те, пĕчĕк ачасене те хĕрхенмен. Хăшĕсем хурахсенчен хăтăлма сакайĕнче шăтăксем чавса хатĕрленĕ, тырри-çăнăхне, ытти кирлĕ япаласене çĕр айне пытарнă...

Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç пирки çырма мана телевизорпа документлă фильм курни хистерĕ. Тата аса илÿсем канăç памарĕç. Тепĕр тесен яш-кĕрĕмпе хĕр упраç вĕсен аслашшĕсемпе асламăшĕсем, кукашшĕсемпе кукамăшĕсем йывăр вăхăтра пуçа усманни çинчен яланах пĕлсе тăччăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;