Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пирĕн кĕрешÿçĕсем каллех матуррисем

Районти спортсменсен çитĕнĕвĕсен енчĕкне кĕрешÿçĕсем тем тесен те медальсем ытларах  хываççĕ. Кашни ăмăртурах тенĕ пек вĕсем призлă вырăнсене тивĕçеççĕ.

Тутарстан Республикинчи Мамадыш хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ Атăлçи федераци округĕн первенствинчен те, акă, районăн пултаруллă çамрăксем тăван ене çĕнтерÿпе таврăннă. Юрий Львовпа Андрей  Павлов патĕнче ăсталăха туптакан, пĕрре мар Раççей турнирĕсен призерĕ Иван Сладков ку хутĕнче тытăçусен çĕнтерÿçи пулса тăнă. Ирина Львова иккĕмĕш пулнă. Виталий Трофимов тренерăн вĕренекенĕ Анжела Колпакова виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Çавăн пекех ку тренерсем тата Андрей Воробьев патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне вĕренекен çамрăксем те япăх мар результатсем кăтăртнă: Лена Сладкова - тăваттăмĕш, Артем Владимиров - улттăмĕш, Саша Савина, Настя Ишмейкина, Оля Ефимова çиччĕмĕш пулнă.

Иртнĕ канмалли кунсенчех Шупашкарта спортăн çак тĕсĕпе Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, тава тивĕçлĕ тренерĕн, Раççей спорт мастерĕн Владимир Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир пулнă. Унта Вăрнар каччи Сергей Львов бронза медале тивĕçнĕ, Денис Павлов улттăмĕш вырăна тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;