Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул чысне хÿтĕлерĕç

Шахматла-шашкăлла выляни ачасен ăс-тăнне çивĕчлетет, шухăшлавне аталантарать. Акă нумаях пулмасть шашкăçăсен тата шахматçăсен районти ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç, хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Шашкăлла выляса  Андрей Петров (11 класс) пĕрремĕш, Марина Чудакова (10 класс) иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Жюри пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн пирĕн шкул команди вара иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Шахматçăсен хушшинче те çивĕч тупăшу пычĕ. Каллех пирĕн вĕренекенсем малти ретре пулчĕç. Шкул чысне Андрей Петров, Саша Афанасьев, Настя Денисова хÿтĕлерĕç. Пултаруллă, тăрăшуллă ачасене вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлеме сунатăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;