Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăхпа спорт кунĕсем

Республикăра кăрлачăн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 23-мĕшĕччен сыхăлăх тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Çак енĕпе  Калининăри вăтам шкулта тĕрлĕ ăмăртусем иртеççĕ.

Акă, кăрлач вĕçĕнче пĕтĕм шкул йĕлтĕр çине тăчĕ. Пĕрремĕш класс ачисем те, учительсем те аякра  тăрса юлмарĕç. Хăллехи уяр çанталăкра йĕлтĕр çине тăни пурне те хавас кăмăл парнелерĕ. Малти вырăна тухнисене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç.

Нарăсăн 7-мĕшĕнче 7-11-мĕш класс ачисем пневматикăлла винтовкăран тĕл персе лектерессипе ăмăртрĕç. Арçын ачасемпе  тан хĕрачасем те хастар хутшăнчĕç. Чи маттуррисем 11-мĕш класри Алеша Тимофеев, 10-мĕш класри Юрий Ананьев тата 9-мĕш «а» класри Надежда Репина пулчĕç. Кунтах Калашников автоматне салатса пуçтарассипе те ăмăрту иртрĕ. ОБЖ предметне ертсе пыракан Л.Н.Ефимов çапла каларĕ, «Пăшал таврашĕпе усă курмалла ан пултăр, анчах та  хамăра, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулмалла».

Ăмăртусем яланах кăмăла çĕклеççĕ,  малалли тĕллевсене çирĕплетеççĕ, пурнăçа  кăсăклăрах тăваççĕ. Çамрăк ăрушăн çакăн пек  уйăхлăхсем усăллă пуласса шанатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться
;