Вуламан çын шухăшлама та пăрахать
Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ Владимир Прокопьевич Кузьмин писатель хăй çитмĕл çул тултарнине тăван ялĕнчи клубра паллă турĕ. «Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Федор Григорьевич Кузьмин, ялти клуб директорĕ Михаил Григорьевич Кузьмин, Валентина Геннадьевна Егорова библиотекарь Çĕрпел тăрăхне республика умĕнче чапа кăларнă ентешĕмĕр юбилейне чăннипех ял уявĕ туса хурассишĕн сахал мар тăрăшнă. Ку мероприятие хăçан ирттересси пирки халăха пĕлтерсе хунă, писатель кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштаракан стенд йĕркеленĕ, кĕнекисен куравне уçнă.
Юбиляра сума суса ун ячĕпе концерт пама Шупашкартан Виталий Адюковпа Юрий Досаевский юрăçсем персе çитнĕ. Ырлăх-сывлăх сунса ăшшăн-ăшшăн саламлама Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ Михаил Алексеевич Васильев журналист тата писатель, район администрацийĕн представителĕ Иван Николаевич Павлов, Кайри Тукайри Иван Петрович Николаев учитель, Çĕрпелти Георгий Ильич Андреев пенсионер тата ыттисем килнĕ.
Мĕн пĕчĕкрен пулас çыравçăпа пĕрле ÿснĕ е унран та аслăрах çынсене йăпăрт-япăрт унта-кунта тухса çÿреме çăмăлах мар ĕнтĕ. Апла пулин те Владимир Прокопьевичпа ялти шкулта пĕр класра вĕреннĕ Фефрония Ефремовна Шашкова, Лидия Егоровнăпа Константин Емельянович Федоровсем, çитмĕл пиллĕкри Аверкий Гаврилович Стекловпа Ксенофонт Федотович Федотов пенсионерсем клуба кăштăртатса çитнĕ.
Шел, залра çамрăксемпе шкул ачисем курăнсах каймарĕç. Çакă самаях тарăн шухăша ячĕ.
Хăй вăхăтĕнче Совет Союзне кĕнеке чи нумай вулакан çĕршыв, тетчĕç. Ку чăнах та çапла пулнă. Никифор Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака», Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Мĕтри Кипекĕн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», Анатолий Емельяновăн «Хура кăрăç» романĕсене вуншар пин тиражпа пичетлесе кăларатчĕç. Çапах та вĕсене тупса вулама хĕнччĕ, алран алла çÿресех кĕнекисем шăннă купăста пуçĕ пек çĕтĕлсе каятчĕç. Халăх килĕштернĕ хайлавсем тăрăх вулакансен конференцийĕсене ирттеретчĕç, çыравçăсемпе тĕлпулусем йĕркелетчĕç. Палăртнă вăхăтра çав тĕлпулусене ял çыннисем кар пухăнатчĕç. Ара, чĕрĕ писателе хăвăн куçупа куратăн-çке! Май килсен, унпа сăмах хушма, автограф илсе юлма пултаратăн. Кĕнеке юратаканшăн çакăнтан ырри мĕн пултăр ĕнтĕ. Петĕр Ялгир, Алексей Воробьев, Василий Алентей, Александр Галкин, Валентина Эльпи, Николай Сандров çыравçăсемпе ирттернĕ çавнашкал тĕлпулусем паян та асрах.
Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Петĕр Ялкир поэтпа Иван Константинович Иванов библиотекарь, Хурăнсур Çармăсри библиотека заведующийĕ Иосиф Иванович Шашков совет кĕнекине халăх хушшинче пропагандăлассишĕн сахал мар тăрăшнă. Ку енĕпе кĕнеке юратакансен обществи те пысăк вырăн йышăннă. Тен, çавăнпа-ши аслăрах ăрурисем библиотекăна халĕ те хаваспах çÿреççĕ. Çĕрпелти Мария Порфирьевнăпа Аркадий Васильевич Васильевсем, Антонина Павловна Ухтериковăпа Нина Кирилловна Дубанова пенсионеркăсем, сăмахран, паян та кĕнекепе питĕ туслă. Çĕрпелти тĕслĕх библиотекинче вĕсем вуламан кĕнеке юлман та пулĕ.
- Хамăр тăрăхри виçĕ ялта - Çĕрпелте, Хурăнсур Çармăсра тата Кайри Тукайра пурĕ пин те вунă вулакан шутланать, - пĕлтерет Ирина Геннадьевна Степанова библиотекарь. - Уйрăмах кĕçĕн çулхи ачасем кĕнеке нумай вулаççĕ. Аслă классенчисем вара урокра программăпа пăхнă произведенисене илсе вуланипех çырлахаççĕ.
Паллах, ялсенче кĕнеке юратакансем çук мар. Евгений Георгиевич Захаров учитель, ача-пăча садĕнчи Надежда Ивановна Михайлова воспитательница, Галина Андреевна Яковлева доярка, Иван Захарович Бардасов механизатор, Михаил Тимофеевич Марковпа Евгений Васильевич Федоров çамрăк колхозниксем библиотека çулне манса кайман-ха. Çапах та, тĕпрен илсен, чылай каччăпа хĕр кĕнеке вулама тахçанах пăрахнă.
«Кĕнеке вуланинчен мĕн усси пур; Унпа пурпĕрех хырăм тăранмасть вĕт!» - тенине те илтме пулать тепĕр чухне. Кунашкал калакансем тĕлĕнтерсех яраççĕ. Чун апачĕ мар-и-ха кĕнеке; Е этем пĕр хăйĕн хырăмне тăрантарассишĕн кăна çуралнă;
«Юратăр кĕнекене - пĕлÿсен çăлкуçне», - тенĕ Максим Горький. Манпа пĕр вăхăталла ÿснĕ çамрăксемшĕн кĕнеке чăннипех пурнăç учебникĕ пулнă. Павка Корчагин, Олег Кошевой, Алексей Мересьев, Семен Давыдов сăнарĕсем пире Тăван çĕршыва юратма, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме, пурăнма вĕрентнĕ, çерем çĕрсене уçма, тайгара çĕнĕ хуласем çĕклеме, космоса парăнтарма хавхалантарнă.
Ман шутпа, хăй умĕнчи пурнăç тĕллевне ăнланакан тата хăйĕн вăй-халне ăçта хумаллине пĕлекен çамрăклăх кăна илемлĕ. Чун-чĕрене вут-çулăм хыптарса паттăрла ĕç тума хавхалантаракан çавнашкал пархатарлă çутă тĕллев пур-ши паянхи çамрăксен; Çынна улталаса, услам туса е çаратса пуйни - харпăр хăй чунне усала сутни. Çитменнине паянхи массăлла культура этем чунне аркатать. Çав юрату-савăну романĕсемпе детективсем те ăс-хакăла, чун-чĕрене пуянлатсах каймаççĕ. Çавăнпа эрех-сăрапа, наркотикпа ашкăнакансем йышланса пымаççĕ-ши çамрăксем хушшинче;
Писатель пирĕн çĕршывра яланах наци совеçĕ пулнă. Обществăри чи çивĕч ыйтусене хăюллăн хускатнă вăл хăйĕн хайлавĕсенче. Анчах та пĕр вунпилĕк çул хушшинче унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пĕчĕкленсе юлчĕ. Коммерци, бизнес хыпса çăтрĕ чăваш кĕнекине.
Паянхи синкерлĕ тапхăр манăçа тухасса, «этем чунĕн инженерĕсем» обществăра сумлă вырăн йышăнасса шанасси кăна юлать.