Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çар пулсан, Çĕршыв та пулĕ

Мăн Явăшра кунашкал уявсем çулленех иртеççĕ. Вĕсене пуçараканĕ, хĕтĕртекенĕ, пĕтĕмĕшле йĕркелекенĕ - ялти  шкулăн пархатарлă ывăлĕ, Байконур космодромăн ветеранĕ, çарти  строительствăн отличникĕ, чăвашран тухнă офицерсем Мускавра «Тăван Çĕршыв ывăлĕсем» ятпа чăмăртанă юлташлăхăн хастарĕ Эрик Васильевич Васильев полковник. Катаран, тĕплĕн хатĕрленĕ мероприятие хальхинче Совет Çарĕпе Тинĕс-Çар флотне туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланă. Паллă: аякри 1918 çулта Совет влаçĕн декречĕсемпе Рабочисемпе Хресченсен Хĕрлĕ Çарне тата Хĕрлĕ Флотне никĕсленĕ. Халăх çарĕ, тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартса, ĕмĕрлĕхе легендăна кĕрсе юлнă, çĕр-планета çинче мирлĕ пурнăçа нумай хутчен хÿтĕленĕ, тĕнчене фашизм пусмăрĕнчен çăлса хăварнă. Э.Васильев çакна хăйĕн анлă докладĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн уйрăм паллă тапхăрĕсем урлă (Халхин Гол, Сталинград, Мускава хÿтĕлени, Курск пĕкки, Рейхстаг тăррине Çĕнтерÿ Ялавне хăпартса çакни, Японие парăнтарни т. ыт. те) витĕмлĕ уçса пачĕ, тĕрлĕ çĕрти çапăçура паттăрлăх кăтартнă чăваш салтакĕсене ятран мухтарĕ.

Малтан смотр-конкурс пулчĕ. Ачасем класăн-класăн стройпа утма, çар юррисене шăрантарма хăнăхнă. Вĕсен ăсталăхне хаклама жюри суйланă. Председателĕ - Оптимистсен Республикин самоуправлени Президенчĕ Алевтина Фомина. Членĕсем: Наташа Семенова - вице-президент, Алиса Герасимова - пичетпе информаци министрĕ, Андрей Прокопьев - правăпа йĕркелĕх министрĕ, Любовь Рубцова - вĕрентÿ министрĕ, Сергей Васильев - спорт министрĕ...

Мăн Явăшри вăтам шкулта патриотла воспитани ĕçне-хĕлне ялан вĕренÿпе  тачă çыхăнтарса туса пынă. «Çивĕч ыйтусем çĕклеме, вĕсене тытса пама,  анлă мероприятисем йĕркелеме актива явăçтаратпăр», - палăртрĕ С.П.Ильин, шкул директорĕ. Смотр-конкурс тĕллевĕсене тепĕр хут тĕплĕн асилтерчĕ, хăнасемпе паллаштарчĕ. Ачасемпе учительсен пĕтĕмĕшле стройĕ умĕнче отделенисен  командирĕсенчен доклад йышăнакан Э.В.Васильев,  космонавтикăна пулăшакан «Байконур - Шупашкар» ассоциацин президенчĕ В.П.Тихонов, Байконурти çар ветеранĕ, СССР пичечĕн отличникĕ В.И.Сорокин, Çурçĕр флочĕн ветеранĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ М.А.Васильев, Лăпкă океан флочĕн ветеранĕ, шкулти музей руководителĕ В.И.Толстов тухса каларĕç, массăллă спортпа оборона уйăхлăхне шкулта пур енчен те аван йĕркеленине ырларĕç.

Юнармеецсен смотрта пилĕк тĕрлĕ балл пухмалла: çири форма пĕр евĕрлĕ пулмалла* ултă хушăва-командăна (стройпа утасси т. ыт. те). Харăссăн тĕп-тĕрĕс  пурнăçламалла* строй юррине утнă  майăн кĕрнеклĕн шăрантармалла* командир ăсталăхне кăтартмалла* парад пуçлăхĕн  саламне халтăр хуравлама пĕлмелле.

Акă, тимлĕ шăплăхра хĕрÿллĕн янăраса каять:

- Полковник юлташ! Улттăмĕш класри вун пилĕк юнармеец смотра хатĕр! Отделени командирĕ Федоров!

Леня Федоров 5-мĕш класра вĕренет. 5 - 6-мĕш классемпе смотрта хуçаланма ăна шаннă. Хăюллă, пултаруллă ача. Строй пĕр çын пек унăн çирĕп ирĕкĕнче. Марш юррипе конкурсра  1-мĕш вырăна тухрĕç.

- Маттур салтак пулатăн, генерала тухатăн! - терĕ ăна парад йышăннă хыççăн асăнмалăх грамота тыттарса Э.Васильев полковник.

7-мĕш класрисенчен Саша Прокопьев  палăрчĕ. Саккăрмĕшсем стройпа утма  хатĕрленнине çарти евĕр тĕрĕс кăтартрĕç, 1-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Директор çумĕ Альбина Васильевна Павлова, класс руководителĕсем Марина  Васильевна Степанова, Римма Никоноровна Александрова тăрăшуллă пулнине пĕлтĕмĕр. Уйăхлăха, смотра  кăтартуллă хатĕрленĕшĕн, патриотла воспитание тĕллĕн паха тÿпе хывнăшăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсене офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕн правлени председателĕ В.А.Ильин вице-адмирал алă пуснă грамотисемпе чысларĕç.

Аслă Çĕнтерĕвĕн çитес уявĕнче пухăнма çĕнĕ программа палăртнă. «Сыны Отечества» юлташлăхпа космонавтсен пуçарăвĕпе апрелĕн 8-мĕшĕнче чăваш ачисене Байконур космодрома илсе каяççĕ. Э.Васильев хÿтте илнипе ушкăна Мăн Явăшри вăтам шкултан пĕр ачана кĕртнĕ, ăна çула тухма Эрик Васильевич хăй кĕсйинчен вăтăр пин тенкĕ уйăрнă, пакета шкул директорне Сергей Петровича  тыттарчĕ. В.П.Тихонов, Э.В.Васильев шкула Байконур кун-çулĕпе çыхăннă кĕнекесем нумай парнелерĕç. М.А.Васильев «Салтак шăпи» кĕнекине  хăварчĕ. Унта фронтовиксен - Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă поэтсен сăввисене кĕртнĕ. Сборник, паллах, Алексей Воробьев сăввисемпе уçăлать. «Салтак шăпи - Çĕршыв шăпи вăл, ялан вăл халăхпа пĕрле», - тенĕ поэт, кирек мĕнле çĕршыв та хăйне хÿтĕлемелĕх çар тытать. Çарĕпе флочĕ пулсан, Раççей те пулĕ. Тăван çĕршыв сыхлавçисене ачаран, çамрăкран хатĕрлемелле. Çар уявĕн лейтмотивĕ хальхинче те çак  шухăша мала кăларчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться
;